Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Улатӑра финанс тĕлĕшĕнчен ҫирĕпленмелли плана туса хатӗрлеме тата ăна пурнӑҫлама тӗллев лартнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Улатӑра финанс тĕлĕшĕнчен ҫирĕпленмелли плана туса хатӗрлеме тата ăна пурнӑҫлама тӗллев лартнӑ

Ҫитес эрнере хулана аталантармалли ятарлă карта хатĕр пулĕ.  Кун пирки хыпара Улатăр хулин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ĕҫне тишкерессипе ҫыхăннă анлă канашлăвăн ларăвĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

«Чăваш Ен Правительстви мĕнпур муниципалитетăн шăпишĕн тăрăшать.  Эпир муниципалитетсен ĕҫне пĕрлехи мĕнпур тытăм пек тишкеретпĕр.  Пĕлетĕп, нумайăшĕ сирĕнтен, эпир Улатăр ҫине тимлĕх уйăрма пăрахнă тесе шухăшлама пикенет.  Пĕлместĕп, сирĕнпе малтанхи тапхăрта мĕн пулнине. Сирĕн пата эпир хальхи вăхăтра пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Кашни хулапа эпир мăнаҫланатпăр, алла-алăн тытăнса пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлетпĕр»,  тенĕ   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн ум сăмахĕнче.

«Паянхи куна илес пулсан, муниципалитетра коммуналлă хуҫалăх пайĕнче хăш-пĕр йывăрлăхсем пур-ха. Ҫитес ҫулта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма тăрăшмалла асăннă тытăма. Хутса ăшăтмалли системăсене модернизацилес ыйтăва та кун йĕркинчех тытатпăр.  Шывпа тивĕҫтермелли пая ҫĕнĕлĕхсене кĕртсен аван, Шупашкар хулин паха ĕҫ опытне тĕпе хурсан витĕмлĕ пуласси те куҫ кĕретех пулĕ», палăртнă сăмаха Пуҫлăх.  

Хулара туризма аталантарма лайăх условисем пулнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Апла пулсан, муниципалитетăн хăй евĕрлĕхне тĕпе хурса, паянхи пурнăҫпа тӳр килекен инфратытăм йĕркелесе ярсан пĕлтерĕшлĕ пуласса каланă ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов 2035 ҫулччен аталанса пымалли пысăк Стратегинче Улатăр хулине  аталантармалли проектсем ҫинчен чарăнса тăнă. «Вĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ – 42, проектсем валли 3 млн ытла тенкĕ пăхса хăварнă», – тенĕ вăл.   2022 ҫулта республикăн адреслă инвестициллĕ программине тĕпе хурса «Труд» стадиона реконструкцилеме плана кĕртнĕ. 2023 ҫулта муниципалитетра промышленноҫ енĕпе технопарк  хута ярасшăн, асăннă территоринче 8 резидент уҫасшăн.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов сăмаха малалла тăснă май, хулара ҫуртсем тăвассипе ытларах ĕҫлеме тĕллев лартнине каланă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсем хăпартма муниципалитета инвесторсем явăҫтарма тăрăшмаллине каланă.  Хулара пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсене те тирпейлесе пуҫтарса тасатмалла, вырăнти бюджетра укҫа-тенкĕ пăхса хăварма сĕннĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев строительство ĕҫне хастар йĕркелесе пынине кура, инфратытăма аталантарма хушма инвестици явăҫтарассипе ĕҫлеме чĕнсе каланă.  «Улатăр хулин тавралăхĕ илемлĕ, кунта пурăнма килес текенсен йышĕ те сахал мар пулĕ.  Ҫулсем паха, интернет лайăх, условисем чаплă пулни те куҫ кĕретех», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче хăш-пĕр йывăрлăхсем пур-ха. Шывпа, ăшăпа тивĕҫтермелли тытăмсем 80 процента ҫити кивелсе ҫитнĕ.  Тăкак вĕсемпе сахал мар. Апла пулсан, ҫĕнĕ объектсем тăвас ыйту кун йĕркинчех.  Кун пирки татăклăн ҫирĕплетсе каланă ведомство ертӳҫи.  



03 декабря 2021
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter