«Улатӑр районӗнчи тӗп больница Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗн шанчӑклӑ пайĕ пулмалла» – тенĕ Олег Николаев

«Улатӑр районӗнчи тӗп больница Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗн шанчӑклӑ  пайĕ пулмалла» – тенĕ Олег Николаев

Улатӑр районӗнчи Тӗп больницăна 100 ҫул ҫитнĕ ятпа унта тăрăшакансене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ăшшăн саламланă.

«Пĕр ĕмĕр тултарнă  сиплев учрежденийĕ, паянхи пурнăҫра чăнласах та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса тăрать»,  – тесе каланă Олег Николаев.  «Юлашки ҫулсенче сахал мар ырă улшăнусем пулса иртрĕҫ. Васкавлă пулăшу пама  пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пуянланнă учреждени. Пĕр сăмахпа каласан пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелсе улшăннă», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Аса илтеретпĕр, Улатăрта томограф вырнаҫтарас тесе йышăнăва пĕлтĕр республика Пуҫлăхĕ палăртнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевăн пуҫарăвĕпе йышăннă ҫĕнĕлĕхе, томографа туянма тата ăна вырнаҫтарма республика хыснинчен пурĕ 70 миллион тенкĕ тăкакланă.  Ҫĕнĕ хатĕрпе юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче ĕҫе йĕркелесе те янă палăртнă муниципалитетăп тĕп сиплев учрежденийĕнче.      Паянхи куна 1300 ҫын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ медицинăн ҫĕнĕ  хатĕрне тĕпе хурса.  

Республика Пуҫлăхĕ пуласлăхра тата та пысăкрах тĕллевсем пуррине каланă. « Кулленех ҫĕнĕ технологисем пурнăҫа кĕрсе пымалла. Эпир яланах сирĕн пуҫарăвăрсене итлеме тата вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшма хатĕр.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тытăмĕшĕн сирĕн учреждени шанчăклă пай пулса тăмалла. Кирек-епле вăхăтра та халăхăн сывлăхне упраса хăварма витĕм кӳмелле», – тенĕ вăл.

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене комплекслă юсаса ҫĕнетсе улăштарассипе ҫыхăннă программăпа килĕшӳллĕн, 2021-2025-мĕш ҫулсенче Улатăрти тĕп больницăна валли 59,37 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. ФАП тума, автомашинăсем  туянма укҫа-тенкĕ тăкакланĕ.   

Сиплев учрежденийĕнче ĕҫлекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Олег Николаев, Профессионалсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăҫласа пынине асăннă.



03 декабря 2021
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter