Максут Шадаев Чӑваш Республикин ИПСЭРне цифра трансформацийӗн мероприятийӗсене кӗртессине ырланă

Максут Шадаев Чӑваш Республикин ИПСЭРне цифра трансформацийӗн мероприятийӗсене кӗртессине ырланă

 Виҫĕ ҫуллăхри мероприятисене ирттерме 300 млн тенкĕ тăкакланассине палăртнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ РФ Минпромторгне Чăваш Республики 2020-2024-мĕш ҫулсем валли  социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма пăхса хăварнă Харпăр хăй программине улшăну кĕртме ҫырупа  ыйтса тухнă. Вăл программăна, пурнăҫа лайăхлатма витĕм кӳрекен уйрăм пай кĕртме сĕннĕ.   Вăл тытăма экономикăн отраслĕсене цифра ҫине куҫарма, ял территорийĕсенче интернет ҫыхăнăвне, инфратытăма вăй илтерессипе ҫыхăннă мероприятисене кĕртсе хăварасшăн.

Палăртнă ҫул-йĕрсене пурнăҫа кĕртсен, епле тухăҫлăх пулма пултарасси ҫинчен хăш-пĕр паха самантсем пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн цифра аталанăвĕн Министрĕпе   Максут Шадаевпа уҫă калаҫу ирттернĕ. Мускавра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, палăртнă тĕлпулăва йĕркеленĕ ертӳҫĕсем.

Цифра технологийĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе йышăннă федераци проектне тĕпе хурса, Чăваш Ен территорийĕнче 348 ял тăрăхĕнче пысăк хăвăртлăхпа интернет, мобильлĕ ҫыхăну йĕркелесе ярасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Ялсенче пурăнакансен йышĕ 100 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран территорисем те вăл программăна кĕнĕ.  

РФ Цифра министерстви палăртнă тăрăх, УЦН 2.0  проекта 2030 ҫулччен пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Проект ĕҫне хăвăртлатас тесе, Чăваш Республики пуҫарупа ыйтса тухнă, вăл ялсене ҫыхăнупа тивĕҫтерес тесе, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикăна аталантарассипе йышăннă Индивидуаллă программине ҫĕнĕ мероприятисене кĕртме килĕшнĕ. Ҫыхăну инфратытăмне вăй илтерме Чăваш Республикинчи  ял тăрăхĕсене интернетпа тивĕҫтерме 165 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ.  (2022 ҫулта – 70 млн, 2023 ҫулта – 50 млн, 2024 ҫулта – 45 млн тăкакланма плана кĕртнĕ). Ялсенче станцисене хута ямалла, ҫыхăну сечĕсене модернизацилесси ыйту та кун йĕркинчех.  Чăваш Республикин Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2022 ҫулта республикăри 28 ялти инфратытăм ҫыхăнăвне аталантарма субсиди куҫарма май пуласси те паллă.  

«Пысăк хăвăртлăхлă интернет ҫыхăнăвĕ республикăн экономикишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Килте ĕҫлеме те меллĕ, аякра вырнаҫнă ялсемшĕн те аван, ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтерме ансат. Тĕп капитала инвестици хывма та витĕм кӳресси часах. 2022-2024-мĕш ҫулсенче палăртса хунă тăрăх, сотовăй ҫыхăнăвĕн операторĕсем региона пĕр миллиарда яхăн укҫа-тенкĕ хывма хатĕр», – тенĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.  

Сăмах май, республикăра экономикăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тытăмĕсенче цифра трансформацийĕ аталанса вăй илсе пынине каланă вăл, ăна валли Стратеги хатĕрленине те пĕлтернĕ ертӳҫĕ.  Социаллă сферăра, патшалăх управленийĕн ĕҫĕнче палăртнă мероприятисем курăмлă пулса пынине асăннă Пуҫлăх. Халăха пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсемпе те тивĕҫтерме меллĕ, экономика тухăҫлăхне ӳстерме, бизнеса вăй илтерме, Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма аван.  Пĕтĕмĕшле палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама 135 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ. (2022 ҫулта – 61,7 млн, 2023 ҫулта – 38,6 млн, 2024 ҫулта – 34,7 млн).    

Раҫҫей Федерацийĕн цифра аталанăвĕн министрĕ Максут Шадаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин ҫĕнĕ пуҫарăвĕсене ырланă,  проектсене пурнăҫа кĕртме пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин  паха ĕҫ опычĕ ытти регионсемшĕн те усăллă пуласса палăртса хăварнă.  

Аса илтеретпӗр, маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак проекта  фронт стратегийӗн ултӑ проекчӗ шутӗнче  пулнă чухне Раҫҫей Вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко  ирттернĕ канашлура тӑратнӑччĕ.



04 декабря 2021
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter