Чӑваш Енре управляющий компанийӗсен ятарлă рейтингӗ пулма пултарĕ

Чӑваш Енре управляющий компанийӗсен ятарлă рейтингӗ пулма пултарĕ

Ҫĕнĕ рейтинг тытăмĕ ятарлă уйрăм цифра сервисĕ ҫинче йĕркеленме пултарĕ е тата патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче те ĕҫлесе каяс шанăҫ пур.

Кун пек ĕҫе пуҫарса йĕркелесе яма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕпе Чăваш Республикин Цифра министерствине хушнă.  Тавар туянакансен прависене хӳтĕлесси – патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Патшалăх влаç органĕсем çак тĕллевпе пурнăçлакан ĕç-хĕлне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн ларăвĕнче пăхса тухнă палăртнă ыйтăва. «Ҫакнашкал тĕрĕслевĕн тухăҫлăхĕ пысăк пуласси куҫ кĕретех.  Управляющий компанийĕсен ĕҫне тĕрĕслеве илме аван, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕҫтерме те меллĕ», – тенĕ вăл.  

Тавар туянакансен прависене хӳтĕлесси – патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Патшалăх влаç органĕсем çак тĕллевпе пурнăçлакан ĕç-хĕлне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн шухăшĕпе, кун пек йышăну туни – организацисен ĕҫне-хĕлне ҫивĕчрех сăнаса тăма меллĕрех пулĕ.  «Енчен те рейтингра ҫулсерен пĕрешкел организацисен ĕҫне пысăка хурса хаклани сисĕнет пулсан, хăйсен тивĕҫĕсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыраҫҫĕ пулсан, эпир те хамăр енчен хаклав тăвайратпăр.  Халăх вĕсене шаннипе шанманнине, кăмăллă пулнипе пулманнине те курса ĕненетпĕр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.   

Чăваш Енри  Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2021 ҫулта 11 уйăхра  ТСЖсене тата управляющий компанийĕсен ĕҫĕсене 354 хутчен тĕрĕслев ирттернĕ. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене те сахал мар тупса палăртнă ятарлă служба ĕҫченĕсем. Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансене каялла пĕтĕмпе 5 млн тенкĕ ытла тавăрса панă.    

   



08 декабря 2021
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter