"Ĕмĕтсен чăрăшĕ": Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӑватӑ ҫулхи Романӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ

"Ĕмĕтсен чăрăшĕ": Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӑватӑ ҫулхи Романӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ

Ҫĕнĕ ҫул уявĕ умĕн «Ĕмĕтсен чăрăшĕ»   Пĕтĕм Раҫҫейри акци иртет. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Роман Кожевниковăн ĕмĕтне пурнăҫласа, чукун ҫулпа  ҫӳреме вĕрентекен хатĕре парса хавхалантарнă.  Арҫын ача тăватă ҫултанпах поездсене юратса пурăнать, чукун ҫулпа  тарăнрах кăсăкланма пуҫланă.   Ача чукун ҫулпа поездсем епле ҫӳренине сахал мар  кĕнекесенче тишкернĕ вĕсене сехечĕ сехечĕпе сăнама, вăрттăнлăхне тишкерме пикеннĕ.  Романăн аппăшне   паян вара бисерпа алă ĕҫĕ тума ятарлă хатĕрсем тата пылак ҫимĕҫпе кĕнеке парса чысланă. Ăшпиллĕ калаҫу Шупашкарти Валентина Чаплина ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче иртнĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕ тата хăй Роман пулнă.  Вулавăшра интерактивлă сĕтел ҫинче Роман ҫул-йĕр правилисене ăша хывма вĕрентекен технологисемпе паллашнă.  

Кĕçĕн ӳсĕмри ачасем çулталăкри чи асамлă уява – Çĕнĕ çула кĕтме пуçлаççĕ. Чăрăша илемлетни чи çутă ĕмĕтсем пурнăçланасса шанса Хĕл Мучи патне çыру вĕçтерни кашнинех савăк кăмăл парнелĕ.   

Маларах, чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Олег Николаев ҫамрăксемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫипе Ксения Разуваевăпа,   «Россия – страна возможностей»  АНО генеральнăй директорĕн ҫумĕпе Антон Сериковпа,  «КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорĕпе  ОНФ Тĕп штабăн сопредседателĕпе Сергей Когогинпа,  «Мечтай со мной»  проект ертӳҫипе Тимур Сафинпа «Россия – страна возможностей» президент платформипе «Ĕмĕтсен чăрăшĕ»  Раҫҫейре иртекен  ыркăмăллăх акцине старт панă.  Ун чухне вăл шăпах та, чăрăш ҫинчен Рома ĕмĕтне палăртакан юр пĕрчиллĕ ӳкерчĕке илнĕ. Раççейри «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшӳллĕн ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пурте хастар хутшăннă.   

«Эпир ачалăх витĕр тухнă.  Паллă, кашни ача Ҫĕнĕ ҫула кĕтет. Мĕнпур ача юмах тĕнчине лексе, хăйсен ĕмĕчĕ пурнăҫлантăр тесе шанать.  Раҫҫей Президенчĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать кашни ҫулах.  Питĕ кирлĕ мероприяти.  Кашни ҫын хăйĕн ҫемйине кăна мар, юлташĕсене, ҫывăх ҫыннисене саламлама, мĕн те пулин ыррине сунма пултарайрать.  Хĕл Мучи вырăнĕнче пулма тарават эпир, кăмăл-туйăма та ҫак ăнлав самай ҫемҫетет,  пĕрне-пĕри яланах пулăшма хатĕррине те ҫирĕплетет», – тесе каланă Олег Николаев.

Ыркăмăллăх акцийĕн тĕп тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва çакланнă çемьесене савăнăç парнелесси, сывлăх енчен хавшакрах ачасене чăн-чăн уяв кăмăлне туйса илме шанăç парасси.

Кожевниковсен ҫемйинче икĕ ача ҫитĕнет. Софья – асли вунă ҫулта, вăл 65-мĕш №-лĕ шкулта Шупашкарта вĕренет, шахмат вăййисене юратать, шывра ишме кăмăл тăвать.  Пушă вăхăтра алă ĕҫ тума та хастар пике.  Амăшĕ Татьяна Леонидовна Шупашкарти клиника больницинче  медсестра пулса тăрăшать,  ашшĕ – Илья Вадимович кĕҫĕннипе килте, ăна пурнăҫ ҫулĕ ҫине тăма вĕренсе пырать.     

Пĕлтĕр çеç «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» пулăшнипе  пинĕ-пинĕпе ача хăйĕн çутă ĕмĕтне çывхартнă, пурнăçлама пултарнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çĕнĕ çул умĕн Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Макаровсем Хĕл Мучие ыйтса çыру шăрçаланă пулнă. Туслă çемьере 6 ача чун ăшшине туйса çитĕнет. Аслисем пĕчĕккисене пулăшса пыраççĕ. Хӳхĕм хĕр пĕрчи – Мария пĕчĕкренех лаша çине утланса ярăнма ĕмĕтленнĕ. Марийăн пĕлтĕр çутă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Ĕмĕте пурнăçлама республика Пуçлăхĕ пулăшнă. Ыркăмăллăх ырăпах таврăнать тесе ахальтен каламаççĕ. Кăçал та чылай ĕмĕт пурнăçланĕ.



08 декабря 2021
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter