Правительство республикăн «Туризм аталанăвĕ тата тараватлăх индустрийĕ» патшалăх программине çирĕплетнĕ

Правительство республикăн «Туризм аталанăвĕ тата тараватлăх индустрийĕ» патшалăх программине çирĕплетнĕ

Патшалăх программи пирки калакан проекта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.

Ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, туризм пулăшăвĕсен калăпăшĕ 2030 ҫул тĕлне вăтамран икĕ хут патнелле ӳсме пултарĕ, 935 млн тенкĕне ҫитме шантарать ( 2020 ҫулта – 550 млн танлашнă), инфратытăм объекчĕсене валли, проектсене пурнăҫа кĕртме  пулăшу виҫин калăпăшне  тăхăр хут ӳстерме плана кĕртнĕ, енчен те маларах вăл 10 танлашнă пулсан, кăтарту 91 ҫитесси те куҫ кĕретех пулĕ.    

2022-2030 ҫулсенче Патшалăх программисене валли  36 млрд ытла пăхса хăварнă, вĕсенчен  8,7 млрд тенкĕ федераци хыснинчен куҫĕ, 342 млн тенки Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен тăкакланĕ, вырăнти бюджетсенчен 20 млн,  бюджетран кĕмен ҫăлкуҫсенчен 27 млрд тенкĕ куҫарасси те паллă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев малтанласа Чăваш Республикинче туризма аталантарассипе 2030 ҫулсем валли концепцине ҫирĕплетнĕ.  Ҫитес 10 ҫул валли ҫĕнĕ ҫул-йĕрсемпе ĕҫлеме хистĕ вăл документ. 2022–2030 çулсем валли палăртнă программăна пурнăçлани республикăна килекен туристсен йышне палăрмаллах пысăклатма, отрасль кӳрекен пулăшу ĕçĕсен калăпăшне  ӳстерме май парĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин  туризм индустрийĕн потенциалĕ туллин усă курăнманнине асăннă.  Регионта пулнă граждансем пĕр каҫлăха е тата ытларах ҫĕр каҫма юлнисен кăтартăвне тишкерес пулсан, Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика 7-мĕш вырăнта тăрать. Апла пулсан, пирĕн тăрăха кăмăл тăвакансем – туристсем сахал мар.  «Шупашкар - Атăл чĕри», «Руна çулĕ» программăсемпе килĕшӳллĕн инфратытăмпа туризм объекчĕсем  тăвассинчен тытăнса информаци туллилĕхне тивĕçтермелли цифра платформи йĕркелесси таран  – умри ĕçсем чăннипех пысăк.

«Туризм хăйне евĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ направлени шутланать, унăн тухăҫлăхĕ те ҫук мар.  Пĕтĕм тĕнчери туризм организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, асăннă тытăм регионсенчи экономикăри 50 пая пысăк витĕм кӳрсе пырать аталанма.  Тепĕр тесен, туризм республикăн сăн-сăпатне те сăнарласа кăтартать.    Вăл тăтăшах ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те йĕркелесе пыма витĕм кӳрет.  Инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсет, налуксем сахал мар пуҫтарăнаҫҫĕ хыснасене. Туризм инфратытăмĕ вăй илсе пыни те куҫ кĕретех.  Чăваш Республикин имиджне ҫӳлтен ҫӳле ҫĕклеме май пани те паллă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче вице-премьер.   

Патшалăх программин тĕп мероприятийĕсем хушма виҫĕ программăпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕрсе пырĕҫ. Правительство республикăн «Туризм аталанăвĕ тата тараватлăх индустрийĕ» патшалăх программине çирĕплетнĕ.

Пĕрремĕш хушма программăра туризм инфратытăмне аталантарассипе ултă мероприяти пурнăҫлама тĕллев лартнă.  Туризм пĕлтерĕшĕ пысăкки паллă – граждансемшĕн те, вĕсен сывлăхĕшĕн, тупăшĕшĕн, регион экономикишĕн те. Хăнана килекен турист кунта хăваракан  тенкĕрен экономика  чылай тупăш илет. Ку çеç те мар. Туризм регионăн илĕртӳллĕ сăн-сăпатне йĕркелеме пулăшать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кӳрет тата ытти те. Çавăнпа та тараватлăх индустрине аталантарни чăннипех пĕлтерĕшлĕ.   

Туристсемшĕн кирлĕ таварсене анлăрах калăпласси ыйту та пур.  Вĕсене хăнасене тивĕҫтересси те пĕлтерĕшлĕ,  пирĕн тăрăха килме кăмăл тунисене валли таварсене туянма хăтлă условисем йĕркелес ыйту та кун йĕркинчех.  5–9-мĕш классенче вĕренекенсене республикăри тĕрлĕ тăрăха ҫитсе килме тата чаплă вырăнсемпе паллашма условисем хатĕрлесси те планра пур.

Ачасене те манман – туризм вĕсемшĕн те илĕртӳллĕ пулмалла. Çулталăкра 5-9-мĕш классенче вĕренекенсене туризм сферинчи пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме федераци тата республика бюджечĕсенчен субсиди уйăрассине палăртнă. Уйрăм ĕçсене грантсен шучĕпе пурнăçлассине те çирĕплетнĕ.

Патшалăх программин хушма виҫҫĕмĕш программинче «Туризм аталанăвĕ тата тараватлăх индустрийĕ»  унта та мероприятисем те чылай.  Ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех наци проекчĕсемпе тӳр килсе пыраҫҫĕ. Республикăра чылай ĕҫ пурнăҫланă, пуласлăхра вĕсене пурне те комплекслă йĕркелесе вăй илтерсе пырасси. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Правительствин вице-премьерĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков.  Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Ноздряков туризм пĕлтерĕшĕ пысăккине тепĕр хут çирĕплетнĕ, унăн аталанăвне нацпроект шайне çĕклени шăпах çакăнпа çыхăннă. Ку енĕпе ĕçленĕ май строительство, ытти ыйту валли федераци укçине явăçтармалли майсем пысăк – регионăн вĕсемпе туллин усă курма тăрăшмаллине асăннă.



23 декабря 2021
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter