Пĕрремĕш канал ÿкернĕ

Пĕрремĕш канал журналисчĕсем нумаях пулмасть Чăваш Енре телесюжет ÿкернĕ. Кăларăм эфира нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Доброе утро» передача вăхăтĕнче тухмалла.

Телекăларăмра Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦра ĕçлекенсене кăтартĕç. Вĕсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшăнаççĕ. Проекта Республикăн халăх сывлăхĕн тата медицина профилактикин центрĕ «Ĕçлекенсен сывлăхне çирĕплетесси» корпоратив программипе килĕшÿллĕн пурнăçлать. Асăннă проекта çавăн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ тата Шупашкарти троллейбус управленийĕ хутшăнать.

Предприяти ĕçченĕсем валли Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕсем: медицина профиактикипе ĕçлекен Елена Наумова, Алина Степанова диетолог, Оксана Рындина психолог тата Елена Калинина психиатр – ятарласа онлайн чат йĕркеленĕ.

Предприятисем хăйсен ĕçченĕсем валли усăллă меню хатĕрленипе пĕрлех вĕрентÿ вебинарĕсем, спорт турнирĕсем йĕркелеççĕ.  

Хастарсене тухтăрсем тĕрĕслесе тăраççĕ, проекта хутшăнакансем апат дневникĕсем çырса пыраççĕ, физзарядка тăваççĕ, тĕрĕс апатланаççĕ. Проект уссине сăн ÿкерчĕк тăрăх хаклама май килĕ.

www.hypar.ru

 



01 февраля 2021
17:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter