Николай Сергеев артистăн юбилейне уявлĕç

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче 60 çул тултарнă.

Чăваш сценин ăсти Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче1961 çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă. 1983 çулта Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ Аслă театр училищинчен вĕренсе тухнăранпа К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артистра ĕçлет.

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче театрта артистăн юбилей каçĕ иртĕ. Арсений Тарасовăн «Юратăва çул парăр» пьеси тăрăх лартнă спектакльте Николай Сергеев Граф рольне калăплĕ. Юбилей каçĕнче артиста ĕçтешĕсем, ентешĕсем тата тăванĕсем саламлĕç.

www.hypar.ru

 



01 февраля 2021
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter