Кашмашра агрошкул пулĕ

Муркаш районĕн администрацийĕнче республикăра агрошкул тăвасси пирки калаçрĕç. Чăваш Ен вице-премьерĕсем Алла Салаевăпа Сергей Артамонов агрошкула районти Кашмаш ялĕнче çĕкленекен шкулта уçасшăн.

Алла Салаева палăртнă тăрăх, шкул ачасене тĕрлĕ енчен аталантарма тивĕç. «Вĕсене пĕчĕклех пулас профессие суйлама пулăшмалла, профориентаци ĕçне вăтам классенче вĕреннĕ чухнех пуçламалла. Ялти шкулта пĕлÿ илекен ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ. Çитĕнсе çитсен вĕсем хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарччăр тесе тăрăшмалла. Агрошкул вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшĕ», — терĕ вĕрентÿ министрĕ. Унăн шухăшĕпе Сергей Артамонов та килĕшрĕ. «Агропромышленноç комплексĕ валли специалистсене хатĕрлес енĕпе темиçе çул каялла хăш-пĕр вĕренÿ учрежденийĕсенче агроклассем уçрăмăр. Шкултан вĕренсе тухсан вĕсем агротехникумсемпе аграри университетĕнче пĕлÿ илĕç. Ял хуçалăхра, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, специалистсем çитмеççĕ. Вĕсене пысăк шалупа та илĕртме йывăр. Агрошкул çамрăксене ял хуçалăх профессийĕсене суйлама май парать», — терĕ ял хуçалăх министрĕ.

Кашмаш шкулĕн çурчĕ кивелнине пула 2016 çулта хупса хунă. Ялти халăх тăрăшнипе унта 2020 çулта çĕнĕ шкул тума пуçланă. Вăл 108 вырăнлăх пулĕ. Хальхи вăхăтра строительсем объектăн пĕрремĕш хутне хăпартаççĕ. Ăна сентябрĕн 1-мĕшĕччен туса пĕтермелле. Муркаш районĕн администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова пĕлтернĕ тăрăх, парта хушшине 71 ача ларĕ. Хальхи вăхăтра ял ачисене çывăхри виçĕ шкула вĕренме автобуспа илсе çÿреççĕ. Сăмах май, Кашмашра пине яхăн çын пурăнать. Ял çĕнелсех пырать, капмар çуртсем çĕклеççĕ. Ялта клуб, библиотека, ФАП, социаллă ытти учреждени ĕçлет.

www.hypar.ru

 



10 февраля 2021
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter