Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ҫĕнĕ ертӳҫĕ

Главе республики представили нового управляющего Чувашским отделением СбербанкаАнастасия Трутнева маларах РФ Перекет банкĕн Владимирти уйрăмĕн Управляющийĕн  ҫумĕ пулса тăрăшнă. Халĕ вăл Раҫҫей Федерацийĕн Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн  управляющийĕ пулса ĕҫлет. Паян  ҫĕнĕ ертӳҫĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫă тĕлпулу ирттернĕ. Паллă пулăма «Перекет банкĕ» ПАО вице-президенчĕ, «Перекет банкĕ» ПАОн Атăл–Вятка банк председателĕ Петр Колтыпин, ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.     

 "Отделени командин регион территорийӗнче  экосистема сервисĕсене аталантарас енӗпе пысăк тĕллевсене пурнӑҫламалла. Анастасия Трутнева  ку тĕлĕшпе – чӑн-чӑн профессионал.   Ҫӗнӗ должноҫра вӑл рынокри бизнеса анлӑлатас, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Правительствипе тата  бизнес-пӗрлӗхӗпе пӗрле цифровизацилемелли проектсене пурнӑҫлас ӗҫе  кӳлĕнĕ", - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Петр  Колтыпин.

Олег Николаев Ананстасия  Трутневăна ҫӗнӗ должноҫра ăнăҫу суннă тата Перекет банкĕн ĕртӳлĕхне тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗшӗн тав тунă. "Эсир пӗчӗк тата вӑтам бизнеса  вăй илсе пыма кирлĕ пек майсем туса парассине, ипотека кредитне тивĕҫме ҫăмăллăх условийĕсене йĕркелессине те шанатпăр", - тенӗ вӑл.

 Ӗҫлĕ тӗлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ҫавăн  пекех финанс тата цифровизацилес сферӑра пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине аталантармалли ҫул-йӗре сӳтсе явнă.

 Тĕпрен илсен калаҫу ЖКХ объекчӗсене тунӑ тата ҫӗнетнӗ чухне патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн инструменчӗсемпе усӑ курни, шкул цифра платформине ӗҫе кӗртни, социаллӑ программӑсене пурнӑҫлани ҫинчен пынӑ.



10 февраля 2021
12:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter