Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ
Нарăс уйăхĕн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ Чӑваш Республикин «Вӑрҫӑ ачисем ҫинчен» саккунӗн 3 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен» калакан саккун проектне ырланӑ. Асӑннӑ улшӑну вӑрҫӑ ачисене пулӑшу памалли майсемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалли пӳлӗм тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли тӑкаксен 25% саплаштармаллине палӑртать.
Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне статистика кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑра 64,5 пин вăрҫă ачи пурӑнать. "Вӑрҫӑ ачисен" статусне ҫирĕплетекен удостоверение республикӑра пурӑнакан 40 пине яхӑн ҫын илнĕ.
Аса илтеретпӗр, "вӑрҫӑ ачисен" статусне ҫирӗплетес тӗллевпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫару тунă. Ҫавна пула пӗлтӗр ача ҫулӗсенче йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернӗ республикӑра пурӑ-накансем хушма ҫӑмӑллӑхӗсене тивĕҫнĕ. Иртнӗ эрнере республика Пуҫлӑхӗ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырура ҫак категорие кӗрекенсене укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу памалли ҫинчен каланă.
Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн компенсацие пурӑнмалли ҫурт-йӗре тара илнӗшӗн, тӗп юсав тӳлевӗшӗн, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн, топливӑшӑн тата транспорт пулӑшӑвӗсен хакӗшӗн тата ытти ĕҫсемшĕн тӳлеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах гражданинӑн пӗр вӑхӑтрах укҫа-тенкӗ компенсацийӗ е уйӑхсерен ытти саккунсем тӑрӑх ҫамӑллӑх илме право пур пулсан, унӑн вӗсенчен пӗрне суйласа илмелле пулать.
Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тылра ӗҫленӗ ҫынсене, ӗҫ ветеранӗсене, тата ытти хăш-пĕр категорири ҫынсене кашни уйӑхра укҫа тӳлевне индексацилесси ҫинчен йышăну тунă. Индексацие, 2020 ҫулхи вӑтам потребитель хакӗсен индексне шута илсе, 2,9% шайӗнче тăвĕҫ.
Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен Правительстви 2021 ҫулта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине ҫирӗплетнӗ. Федераци саккунӗсен улшӑнăвĕсене тĕпе хурса, ҫак виҫене халь, унчченхи пекех, кварталта мар, ҫулталӑк валли ҫирӗплетеҫҫӗ.
Республикӑри пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ 2021 ҫул валли – 9 804 тенкӗ, ӗҫлеме пултаракан халӑх валли – 10 414 тенкӗ, пенсионерсем валли – 8 466 тенкӗ, ачасем валли – 9 883 тенкӗ.
Канашлура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Ял хуҫалăх министерствин пуҫаруллӑ бюджет проекчӗсем валли хушма укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫинчен калакан сӗнӗве ырланă.
Кӑҫал конкурс комиссийӗ 723 проекта суйласа илнӗ, вӗсене пурнӑҫлама 450,4 миллион тенкӗ кирлӗ.
"2021 ҫулхи республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунпа пуҫаруллӑ бюджет проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ 390,3 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫакӑ 668 проекта туллин пурнӑҫлама май парать. Ҫулсене юсамалли 54 проект валли вара хушма 61,7 миллион тенкӗ кирлӗ. Ҫак проектсене пулӑшма тата вӗсене пурнӑҫлама хушма укҫа-тенкӗ уйӑрма май пуррине пӑхса тухма ыйтатпӑр", - тесе каланă ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республика Пуҫлӑхне.
"Паллах, республикӑра пурӑнакансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме пулӑшу памалла", - тесе ҫирӗплетнӗ Олег Николаев, ĕҫе йĕркелеме кирлӗ документсене хатӗрлеме хушнă.