Паянхи пурнӑҫа хускатакан хайлавсем те кӗнӗ

Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче шкулсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ «Тӑван литература, 9 класс» вӗренӳпе вулав кӗнекипе пуянланнӑ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх. вӗренӳпе вулав кӗнекин авторӗсем тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӗвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗрентме палӑртнӑ. Чӑваш литератури аталанӑвне истори тапхӑрӗсем ҫине таянса ӑнлантарнӑ.

Вӗренӳпе вулав кӗнекинче 8 пай. Унта «XX ӗмӗрти литература» пай тӗп вырӑн йышӑнать. «XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнч илитература» пайӗнче паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене хускатакан ҫыравҫӑсен – А. Хмыт, В Туркай, М Карягина – хайлавӗсене кӗртнӗ.

 



https://www.chuvash.org/news/27791.html
10 февраля 2021
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter