Чӑваш Енре кадр политикине ҫĕнетсе лайăхлатма экспертсем пулăшĕҫ

В Чувашии кадровую политику усовершенствуют эксперты  Нарăс уйăхĕн 10-мӗшӗнче Правительство ҫуртĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Управлени компетенцийӗсене хаклас енӗпе ĕҫлекен экспертсен канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнĕ.

Ӑна патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн тытӑмне аталантарма, управлени кадрӗсен резервӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалли йӗркене лайӑхлатма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ. Канаш йышне регионти малта пыракан предприятисемпе организацисенче тăрăшакан 19 специалист кӗнӗ.

Кадр сферин специалисчӗсем вӑй хунине пӗрлештерни патшалӑхӑн кадр вӑй-хӑватне хак пама тата вӗсен квалификацине ӳстермелли тухӑҫлӑ мерӑсем йышӑнма май панине палăртнă регион Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче. «Патшалăх тата муниципалитет службине ăста кадрсемпе пуянлатас тесен бизнесăн, тĕрлĕ учрежденин тата влаç органĕсен çыхăнса ĕçлемелле. Пурнăç пĕрмай улшăнса пырать: çĕнĕ компетенцисем, çĕнĕ профессисем çуралаççĕ. Çав çĕнĕлĕхсене шута илмелле. Паянхи çамрăксем патшалăх служби еннелле туртăнаççĕ, вĕсем пысăк компанисене вырнаçма ĕмĕтленеççĕ. Кадрсен политикин тĕллевĕ - тĕрлĕ шайри ертӳлĕх валли профессионалсем хатĕрлесси, специалистсем тупасси, вĕсен пĕлĕвне ӳстересси», - тенĕ Олег Алексеевич.

"Лидерсемпе кăна мар, предприятисемпе организацисенчи коллективсемпе те ĕçлемелле. Халăх хушшинче маттуррисене шырамалла, вĕсен йышĕнче те пуçаруллисем пур. Пултаруллă çамрăксене куçран вĕçертмелле мар. «Социаллă картлашкапа» хăпаракан кăна лайăх ертӳçĕ пулайĕ. Лидер пуриншĕн те тĕслĕх пулма тивĕç», - тесе палăртнă РФ Президенчĕн патшалăх служби тата кадрсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Александр Орехов.

Кадр политикине лайӑхлатмалли ҫул-йӗрсем ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов каласа панă.  «Чăваш Республикин управлени резервне 98 çынна кĕртнĕ. Вĕсене тĕрлĕ шайри должноçа çирĕплетеççĕ. Кадрсен агентствисемпе тачă çыхăну тытатпăр. Кадрсен службине пĕрлештерни лайăх специалистсемпе тивĕçтерме май парать. Студентсем валли Карьера кунĕсем йĕркелетпĕр. Чылай çамрăка патшалăх органĕсенче практика тухма май туса панă», - тенӗ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ларăва пӗтӗмлетнӗ май патшалӑх службисен ӗҫӗсем ҫинчен ытларах  хыпарсене халăх патне илсе ҫитерме сӗннĕ. "Сӑваплӑ ӗҫ вӑл. Чиновниксем ҫинчен япăх шухăша пуҫран кăларса пăрахмалла, ыррине те курма тăрăшмалла", - тенĕ вăл.



11 февраля 2021
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter