Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕмĕрле районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă

Олег Николаев принял участие в подведении итогов развития Шумерлинского района в 2020 годуНарăс уйăхĕн 11-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕмĕрле районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă.  Унта вăл Турханти ял библиотекин ӗҫӗпе паллашнӑ.  Пĕлтĕр вулавăша модернизацилеме 5 млн ытла тенкӗ тăкакланă.

Паян библиотека ҫап-ҫутӑ, условисем чаплă, сӗтел-пукан хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, мультимеди оборудованийӗ, вӑхӑта ӑнӑҫлӑ ирттермелли нумай функциллӗ центр шутланать. Компьютер техники, лаундж-зона, коворкинг-зона, сенсор тата пӗчӗккисен пӳлӗмӗсене вӗрентмелли, ӗҫлемелли зонӑсем пур кунта. Учреждени фончӗ те самаях ҫӗнелнӗ, вӑл виҫӗ пине яхăн ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнă.

«Пуласлӑх шӑпах ҫакӑн пек вулавăшсенче пек туйӑнать мана», - палӑртнă хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. «Библиотека тӗрлӗ ҫулти ҫынсемшӗн илӗртӳллӗ пултӑр тесен ку тӗрлӗ енлĕ кăсăклă вырӑн пулмалла. Кунта интернет, коммуникаци пурнӑҫлама майсем пурри питӗ кирлӗ, паллах, пуринчен ытла кӗнеке пулмалла. Вӑл яланах пӗлӳ илме тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума витĕм кӳрекен хатĕр пулмалла», - тенĕ вăл.

Ҫӗмӗрле районӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх йĕркеленĕ анлă канашлӑва уҫнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ халăхăн сĕнĕвĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Пуласлăхри тĕллевсене палăртма та меллĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене обществӑпа сӳтсе явни ӗҫе пурнӑҫламалли условисенчен пӗри шутланать. Сӑмахран, халӗ республикӑра М-12 трассӑсем тӑвас енӗпе халӑх дискуссийӗсем малалла пыраҫҫӗ.

«Ҫынсем хастар мĕнпур ыйтусене сӳтсе явма хутшăнаҫҫĕ. Эпир сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илме тăрăшатпăр.  Экологи енчен те хăш-пĕр ыйтусем пур, вĕсене те кирлĕ пек шайра пăхса тухатпăр. Ҫул-йĕре тирпейлесе ҫитерĕпĕр", - палăртнă Олег Николаев.

Муниципалитет пӗрлӗхне аталантармалли тӗп кӑтартусемпе Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов паллаштарнă. Ҫавӑн пекех вӑл район Республика кунне хатӗрленни ҫинчен те каласа панă. Аса илтеретпӗр, Ҫӗмӗрле районӗ Республика кунне 2021 ҫулта муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен хушшинче конкурс ҫӗнтерӳҫи пулнă. Инфратытӑма аталантарма муниципалитета уяв мероприятийӗсене хатӗрленме 10 млн тенкӗ чухлӗ грант уйӑрнӑ. Ҫак укҫана халӑх пурӑнакан вырӑнсенче скверсем, парксем йӗркелеме  тăкаклĕҫ.

Муниципалитет активӗпе канашланă май Олег Николаев  тĕрлĕ ыйтусем ҫине хурав панă. Ҫавӑн пекех ял поселенийӗсен тата район депутат корпусӗн пуҫлӑхӗсемпе ял клубӗсем тӑвас, бюджетсемпе муниципалитет служащийӗсен ӗҫ укҫи-тенкине ӳстерес, ял халӑх пурӑнакан вырӑнсен шывпа тивӗҫтерес, вӗсене пахалӑхлӑ интернетпа тата карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Фоторепортаж



11 февраля 2021
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter