Тĕлпулу кун йĕркинче — федераци сечĕсем

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн «Манăн бизнес» центрĕнче Вак суту-илÿ компанийĕсен ассоциацийĕн президиумĕн председателĕпе Сергей Беляковпа тĕл пулчĕ.

Икĕ ен федерацин суту-илÿ сечĕсен Чăваш Енри ĕç-хĕлĕпе, республикăн патшалăх влаçĕн органĕсем тата ассоциаци пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Уйрăммăн илсен Чăваш Енре апат-çимĕç туса кăларакан предприятисем хăйсен продукцине федерацин суту-илÿ сечĕсенче еплерех сутма пултарнине, вĕсен республикăри ĕç условийĕсене тишкерчĕç.

Тĕлпулăва РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕсем Сергей Артамонов тата Дмитрий Краснов хутшăнчĕç.

Çакăн хыççăнах Олег Николаев тата Сергей Беляков республикăн «Манăн бизнес» центрĕнче апат-çимĕç курттăмăн хатĕрлекен пысăк предприятисен ертÿçисене вĕсен таварне федерацин суту-илÿ сечĕсенче ытларах сутма вырнаçтарас ыйтăва сÿтсе явнине, ку енĕпе пĕр шухăш патне çитнине пĕлтерчĕç.

www.hypar.ru



12 февраля 2021
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter