Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тата «Т Плюс» ПАО генеральнăй директорӗ регионӑн ӑшӑпа тивӗҫтермелли тытăмне аталантарасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ

Глава Чувашии и генеральный директор «Т Плюс» договорились о развитии теплоснабжения региона

«Т Плюс»  ПАО кăҫал Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти ӑшӑ инфратытӑмне 100 млн тенкӗ инвестици хывать. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата энергокомпанин генеральнӑй директорӗ Андрей Вагнер пӗлтернӗ.

Ӗҫлĕ тĕлпулу вӑхӑтĕнче ертӳҫĕсем хутса ăшăтмалли тапхăр епле иртсе пыни пирки калаҫнă, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти лару-тăру пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Хускатнӑ темӑсенчен пӗри муниципалитетсемпе концесси килӗшӗвӗсем тăвасси пулнă.

"Альткотельная" ӑшӑ комплексне ҫӗнетме май парать. Сӑмахран, пăрăхсене ҫӗнетме витĕм кӳрĕ. Паллă, мĕнпур объектсенчен ҫуррине ытларахӑшне улӑштармалла. Вĕсем юрăхсăра тухнă тесен те йăнăш пулмĕ.

"Пĕр-пĕринпе килĕшӳ туни  пӗтӗм комплекслă ĕҫе татса пама тата  ҫынсене ӑшӑпа кирлĕ пек виҫепе тивĕҫтерме май парать", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

 "Эпир регионта ӑшӑпа тивӗҫтермелли тытӑма пахалӑхлӑн улӑштарма, ӑна тата шанчӑклӑрах та тухӑҫлӑрах тума палӑртатпӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара хаксен зонине кӗртни ӑшӑ тивӗҫтерӗвӗн сферине аталантарма кирлӗ инвестицисене явӑҫтарма пулӑшӗ", - палӑртнӑ Андрей Вагнер.

Тӗлпулӑва хутшӑннисем дебитор ыйтӑвӗсене те сӳтсе явнă. Пандемипе ҫыхӑннӑ кӑткӑслӑха пӑхмасӑрах республика энерги ресурсӗсемшӗн парӑмсене чакарнă.

Палӑртса хӑваратпӑр, Раҫҫей Правительстви Чӑваш Енӗн икӗ хулин хаклав зонине 2020 ҫулхи раштав вӗҫӗнче кӗртнӗ. Ҫак йышӑну ҫывӑх вӑхӑтра ӑшӑ тивӗҫтерӗвӗн сферине аталантарма хушма инвестицисем явӑҫтарма май парать.

"Альтернативлӑ котельнӑй" ҫине куҫни  «Т Плюс»  ПАО Чӑваш Ен тӗп хулин ӑшӑ инфра­тытӑмне модернизацилеме инвестици хывма ҫитес 25 ҫулта 18 миллиард тенке яхӑн укҫа-тенкӗ явăҫтарма  витĕм кӳрĕ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ӑшӑ инфратытӑмне 15 ҫул хушшинче - 3,6 миллиард тенкӗ.



12 февраля 2021
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter