Красноармейски районӗнче бассейн пулать

В Красноармейском районе появится бассейн

Красноармейски салинче бассейн тумалли идейӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев нарăс уйăхĕн 12-мӗшӗнче муниципалитетӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пĕтĕмлетĕвне тишкерессипе ҫыхăннă канашлура ырланă.

Бассейн ҫукки - ял ҫыннисемшӗн йывӑрлӑх. Ҫывӑхри бассейн Ҫӗрпӳ хулинче (25 ҫухрӑмра) тата Канаш районӗнчи Шăхасан салинче (ку 50 ҫухрăмра) вырнаҫнӑ. Ҫынсене унта ҫӳреме инҫе. Ку ыйту маларах та палӑрнӑ. Иртнӗ ҫулла регион Ертӳҫине район ҫыннисен пуҫаруллӑ ушкӑнӗ  кун пирки хыпарланă.

"Бассейн кунта пулмаллах, урӑх нимӗнле сӑмах та кирлӗ мар", - тенӗ Олег Николаев.

Кӑҫал проектпа смета докуменчӗсене патшалăх экспертизи тунă хыҫҫӑн ĕҫе тытăнма палăртнă.

Канашлура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ спорт тренерӗсен ӗҫ укҫи пирки сăмах пуҫарнă,  ыйтӑва мӗнле татса памалли ҫинчен те каласа панă.

"Чӑваш Республикин территорийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫланине пӑхса тухнӑ чухне тренерсем хушма пӗлӳ учрежденийӗсенче вӗрентекен ӗҫтешӗсенчен сахалтарах ӗҫ укҫи илнине асӑрхарӑмӑр. Шалу  укҫи пĕчĕкки пăшăрхантарать. Ыйтăва тĕплĕнрех пăхса тухмалла, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнмалла", -  тесе асăннă вăл.

Аса илтеретпĕр, ҫак кунсенче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Правительствӑна регионсемпе пӗрле май уйӑхӗнчи указсемпе килӗшӳллӗн мӗнпур сферӑри бюджет укҫи-тенкин тӑкакӗсемпе лару-тӑрӑва тимлӗн тишкерме ыйтнă, тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.

Красноармейски районӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне тата ача садне пӑхса тухнă.«Социаллӑ объектсен тӗп юсавне яланах май килнĕ таран комплекслӑн ирттермелле», -  тесе каланă Олег Николаев.

"Пурнăҫланă ĕҫсем куҫа курӑнса тӑраҫҫĕ, анчах та юсав ӗҫӗсене малалла та туса пымалла. Паллах, кунта ним ырри те ҫук, мӗншӗн тесен эпир юсавпа строительство ӗҫӗсене ҫинеине тӑватпӑр, ку вара кансӗр ӗҫ пулса тӑрать - эпир пӗр учреждени ӗҫне икӗ хутчен чарса тӑратпӑр. Ку тӗрӗс мар", - тенӗ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑйӗн Ҫырӑвӗнче ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне социаллӑ учрежденисене юсама, модернизацилеме  тӗллев лартнине аса илтернӗ.

Республика Правительстви социаллӑ ҫӗнӗ объектсем тӑвас енӗпе пĕр пек проектсем туса хатӗрлеме сĕнет. Ун пек пулсан, тăкакĕ те сахалрах пулĕ, объектсем те графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕрсе пырасси никама та иккĕлентермĕ.

 

Фоторепортаж



12 февраля 2021
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter