Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Раҫҫей йӗлтӗр йĕрĕ - 2021" ӑмӑртӑва хутшӑннă

Глава Чувашии Олег Николаев принял участие в «Лыжне России – 2021»

Нарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен "Раҫҫей Йӗлтӗр йĕрĕ - 2021" массăллă чупăва хутшӑннă. Хӗллехи чи паллӑ ӑмӑртӑва республикӑри пӗтӗм районпа хулана явӑҫтарнӑ. Йӑлана кĕнĕ тăрăх Чӑваш Енре пурӑнакан темиҫе пин ҫын ҫак кун харӑсах старта тухнă.

"Ҫакнашкал пӗрлехи тĕлпулусем: паян-йӗлтӗрпе, ыран ытти ӗҫ тӗлӗшӗпе кирек мӗнле ыйтăва та  пĕрле пухăнса васкавлӑн татса памалли лайӑх мел», – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарта ӑмӑртӑва уҫнӑ чухне. – Спорт уявӗсем хастарлăха аталантарма тата ҫитӗнекен ӑрăва тĕрĕс воспитани пама пулӑшаҫҫӗ. Ачасем мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ҫитĕнсен вĕсем киревсӗр ĕҫсем тумаҫҫĕ.  Паян чупăва ҫамрӑксем нуммайӑн хутшӑнаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ профессионал-йĕлтĕр­ҫĕсемшĕн те аван, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма,  вăй-халне тӗрӗслесе пӑхма, хатӗрленӳ планӗсем валли пĕтĕмлетӳсем тума пултараҫҫӗ".

Республика пуҫлӑхӗ пурне те лайӑх кӑмӑл-туйӑм суннă. Вӑл хӑй те Правительство членӗсемпе, тӗп хула мэрийӗн представителӗсемпе, депутатсемпе, патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсен, организацисемпе предприятисен ертӳҫисемпе пӗрле ӑмӑртӑва хутшӑннă.

Ӑмӑрту программипе килĕшӳллĕн йĕлтĕрҫĕсем 3, 5,10 ҫухрӑмсене парăнтарнă.  Кун пирки ăмăртусен тĕп судйи Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валерий Васильев хыпарланă, пурне те ăнăҫлă старт суннă.

Яланхиллех ҫĕнтерӳҫĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствин медалĕсемпе, дипломсемпе тата асӑнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

"Паянхи уяв ӑнӑҫлӑ пулчӗ тесе шутлатӑп. Трасса питӗ лайӑх, ҫанталӑк аван, уяр тăрать, сивĕ мар, йĕлтĕрҫĕсене чупма хăтлă услови йĕркеленĕ», - тенӗ Олег Николаев журналистсемпе калаҫнӑ чухне.

 

 

Фоторепортаж



15 февраля 2021
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter