Чӑваш Енре сывлӑх тата спорт уявӗ мӗнпур хӑрушсӑрлӑха пӑхӑннипе иртнӗ

В Чувашии двойной праздник здоровья и спорта прошел с соблюдением всех мер безопасности

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2021» спорт ăмăртăвĕсем пирки каласа панă, пĕтĕмлетӳсемпе паллаштарнă. Кăҫал йĕлтĕрпе чупма пурĕ 35 пин ытла ҫын кăмăл тунă. Чăваш Республикинче асăннă спорт ăмăртăвĕсене халăх йышлӑн пуҫтарăннă.  «Паллă кун регионта Сывлăх кунĕ те иртнӗ. Ҫынсем спорт учрежденийĕсене тӳлевсĕр майпа пынă. Палăртма кăмăллă, 100 пин ытла хастар, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе спорт учрежденийĕсене ҫул тытнă», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин спорт министрĕ. 

Мĕнпур мероприятисене хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса йĕркеленĕ, йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. «Чи пахи, спорт мероприятийĕсенче ăнсăртран никам та аманман. Медицина ĕҫченĕсен пулăшăвĕ те кирлĕ пулман. Апла пулсан халăх хăй сывлăхне упрассишĕн тăрăшни куҫ кĕретех. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май ведомство ертӳҫи.   «Ку вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», -  тесе палӑртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Сăмах май, йĕркелӳҫĕсене мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунă. Ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Воробьев  регион тăрăхĕнче хир сыснисен  шутне тупса палăртас тĕлĕшпе ведомство ҫине тăрсах ĕҫленине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Паянхи куна илес пулсан, хир сыснисен шучĕ 26,6 процента ҫити чакнă.  Кун пек кăтартăва сунарҫăсем те витĕм кӳчĕҫ», - тесе палăртнă Александр Воробьев.   Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 230 сысна тытнӑ.   

«Кирек-епле ĕҫе те саккун йĕркисене пăхăнса пурнăҫламалла. Йĕркесĕрлĕх пулмалла мар.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Ыйтăва пурин те тĕрĕслеве илмелле, мĕнпур кирлĕ пек службăсен асăрхануллă пулмалла», - тесе асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Паян канашлура тепĕр ҫивĕч ыйту пирки те чарăнса тăнă. «Районсемпе хуласенче тăтăшах пушар алхасни сисĕнкелет. Ҫынсен пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлать. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Чăваш Республикин Правительство членĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен тимлĕ пулмалла, хăрушсăрлăх мерисене ҫирĕп пăхăнмалла, ҫынсемпе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттермелле», - тесе чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.    Уйрăмах ачасем шăрпăкпа выляма юратаҫҫĕ, вĕсем алхасни инкек патне илсе ҫитерет. Ватă ҫынсене, сусăрсене, йывăр ҫемьесенче ӳсекен шăпăрлансене асӑрхаса тăмалла, кулленех вĕсемпе профилактика мероприятийĕсене ирттермелле. ГКЧС  палăртнă тăрăх, инкексем час-часах ӳсĕрле пирус туртнинчен пулаҫҫĕ. «Сăлтавĕ шăпах та, нумай чухне ӳсĕрле пирус туртакансенче», - тесе палăртаҫҫĕ ведомствăра тăрăшакансем.     Кăмака хутнă чухне те йĕркене ҫирĕп пăхăнманни пулкалать, ун пек чухне те пушар тухма пултарать теҫҫĕ специалистсем.

Фоторепортаж



15 февраля 2021
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter