Хăрушсăрлăх çăмăлттайлăха каçармасть

Çитес шăматкун та ĕçлемелле пулать вĕт, çавна май ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «эрне вăрăм, эппин, ытларах ĕç тума ĕлкĕрĕпĕр» тесе пуçларĕ пулин те калаçу чи малтан иртнĕ эрнери тĕп пулăм пирки пулчĕ — «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу мĕнле иртнине пĕтĕмлетрĕç.

Спорт министрĕ Василий Петров республикăра иртнĕ шăматкун чупăва 35 пине яхăн çын хутшăннине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен Сывлăхпа спорт кунĕ те иртнĕ те — унта тата 57 пин çын хутшăннă. Çапла вара шăматкун республикăра пурăнакансен чăннипех питĕ пысăк йышĕшĕн спорт кунĕ пулнă тени пĕртте ÿстерсе калани мар.

Йĕлтĕрçĕсен чупăвне Чăваш Енри пилĕк районта çанталăка пула каяраха куçарма тивнĕ. Ытти çĕрте вара ăмăртусем çÿллĕ шайра иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă. Çав шутра — çулĕпе чи кĕçĕннине икĕ çулти Иван Трофимова тата чи опытлине 64-ри Олег Сорокина. Аса илтерер: коронавирус инфекцине пула кăçал 65 çултан аслăрах çынсене чупăва хутшăнмашкăн чарнă.

Олег Николаев ăмăртусене пандемипе çыхăннă хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнса йĕркеленине палăртрĕ. Чупу вăхăтĕнче çынсем суранланнă, вĕсене медиксен пулăшма тивнĕ тĕслĕхсем пулман.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтĕр патшалăх пурлăхне приватизацилес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Приватизацирен хыснана кĕнĕ тупăш виçи самаях пулин те вăл патшалăх пурлăхне сутас тĕлĕшпе чăрмавсем пуррине пытармарĕ. Сăлтавсен шутĕнче çав пурлăха туянас кăмăллисен укçа çителĕксĕрлĕхĕ кăна та мар. Приватизацилемелли планри хăш-пĕр объект кивелсе-юхăнса çитнĕ — илĕртÿллĕ мар. Çавăнпа Дмитрий Иванович вĕсене тĕплĕ тишкермеллине палăртрĕ. Паллах, чи малтан усăсăр куçми пурлăха, транспорт хатĕрĕсене тытса тăма нумай тăкакланнине шута илмелле — вĕсене сутмалли списока кĕртмелле. Сăмах май, кăçалхи приватизаци планĕнче — Патăрьелĕнчи питомник, «Чăвашметалл» акцийĕсем, ытти объект.

Олег Николаев вара вăл е ку хуçалăх субъектне хайхи плана кĕртесси пирки кăна мар, хăшĕсене унтан кăларасси çинчен те шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Курттăмăн сутăнмаççĕ вĕт, çавăнпа хуçалăх субъекчĕсене унтан кăлармалла, вĕсене тĕп тумалла, пурлăхне вара уйрăммăн сутмалла, май пуррипе патшалăхăн урăх тĕллевĕсемпе усă курмалла — çапла тусан ĕç тухăçлăрах та, ансатрах та пулĕ.

Республикăри хир сыснисен шутне виçеллĕ тăвас ыйтупа çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев сăмах илчĕ. Çулталăк каялла çак чĕр чунсен шучĕ 1077-пе танлашнă, халь — 790. Чакарни чи малтанах Хĕрлĕ Чутай районĕнче сыснасен Африка мурĕ ернĕ чĕр чунсен виллисене тупнипе сăлтавланнă. Çавăнпа асăннă районта сунар тапхăрне те нарăс вĕçĕччен тăснă. Пĕтĕмпе сунарçăсене сысна тытмашкăн 578 ирĕк панă. Анчах сунар трофейĕсен шучĕ аплах пысăк мар — 230 чĕр чуна тытнă. Паллах, кашни тĕслĕхре вĕсене тĕрĕслеççĕ — Африка мурĕ ернĕ тĕслĕхсем пулман.

Чĕр чунсен шучĕ вара сунарçăсем саккунлă майпа «пулăшнипе» кăна чакмасть. Браконьерсем те тĕлĕрмеççĕ — вĕсем саккуна пăсса 8 сыснана тĕп тунă. Тата — çулсем çинчи инкексем: чĕр чунсем транспорт хатĕрĕсен айне пулса вилеççĕ. Çавнашкал 23 тĕслĕхе шута илнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Олег Николаев тивĕçлĕ службăсене çине тăрса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Хир сыснисем çулсем çине чупса тухнă тĕслĕхсем чи малтан вĕсен шучĕ пысăкланса кайнипе çыхăннă вĕт. Ку вара çынсен хăрушсăрлăхне те пырса тивет.

Хăрушсăрлăх темине ГКЧС ертÿçин заместителĕ Николай Иванов тăсрĕ — пăшăрханмалли кăтартусене асăнчĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăра 482 пушар пулнă — çулталăк каяллахинчен 12% нумайрах. Çав пушарсенче 55 çын пурнăçĕ татăлнă — пĕлтĕрхи иртнĕ хĕллехинчен икĕ хут ытла нумайрах. Çынсем шăнса, сĕрĕм тивнипе вилнĕ тĕслĕх те нумайланнă — кăçал çанталăк чылай сивĕрех пулнин усал кăтартăвĕ. Николай Дмитриевич ку хĕлшĕн ăшăпа, энергипе, газпа тивĕçтерекен объектсенчи аварисен шучĕ пысăкланни кăтартуллине те пусăм тусах палăртрĕ.

Олег Николаев шучĕпе, инкексем ытларах чухне çынсем хăйсем тимсĕр пулнипе, яваплăха туйманнипе сăлтавланаççĕ. Çакна, калăпăр, кăçал пушарсенче вилнĕ 17 çынран 10-шĕ ÿсĕр пулни те çирĕплетет. Анчах ку влаç яваплăхне нимĕн чухлĕ те пăрахăçламасть: сыхлăха çирĕплетмелле, профилактика енĕпе ĕçлемелле, ытти мера йышăнмалла.

Канашлу республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программин темипе вĕçленчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, иртнĕ эрнере Раççей Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин канашлу ирттернĕ, çĕршыври вунă регион тĕлĕшпе палăртнă уйрăм программăсене тăсасси, вĕсене пурнăçлама уйăракан укçа виçине пысăклатасси пирки калаçу пулнă. Çавна май Олег Алексеевич республика прграммине тÿрлетÿсем кĕртмелли çинчен каларĕ.

Сăмах уйрăм условиллĕ экономика зонисем туса хурасси, ипотекăна аталантарса, тивĕçлĕ площадкăсем хатĕрлесе пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй парасси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕревлесси пирки пырать. Сĕнÿсене регион ертÿçи çак кунсенчех хатĕрлеме хушрĕ.

www.hypar.ru



16 февраля 2021
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter