Хӳтĕлев чиккисене чавнă паттăрсене халалласа – концерт

Ку мероприяти Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа килĕшӳллĕн иртĕ. Концерт программинче: В. Моцарт, П. Чайковский, М. Мусоргский, Д. Шостакович, К. Прокофьев, К. Молчанов, А. Новиков, В. Воробьев, Ф. Васильев.

Илемлĕх ертӳçи тата тĕп дирижер – Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусствăсен деятелĕ Наталья Яклашкина дирижер, программа режиссерĕ Максим Жучин.

Концерт Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче нарăсăн 17-мĕшĕнче иртĕ, 15 сехетре пуçланĕ.

www.hypar.ru

 



16 февраля 2021
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter