Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Куславкка районӗнче пулнă

Олег Николаев посетил Козловский район

Нарăс уйăхĕн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Куславкка районӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пĕтĕмлетĕвне тишкерессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă, малашлăхри тĕллевсене  халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.

"Плансене палӑртмалла тата вӗсене пурнӑҫа кӗртмелле, ҫынсем лару-тӑру кӗске вӑхӑтра лайӑх еннелле улшӑнса пынине туйса илччӗр", - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ канашлӑва уҫнӑ май.

Регион Ертӳҫи Куславкка районĕн ҫирĕп аталанма вăй-хăват пысăккине, ҫакӑн валли условисем те ҫителĕклĕ пулнине палăртнă.

  Республика Правительстви муниципалитет пӗрлӗхӗнчен кăсăклă проектсем кӗтет тата вӗсене пурнӑҫлама пур енлӗн пулӑшу пама хатӗр.

"Куславккара причал тӑвӑпӑр, вӑл юхан шывпа ҫул ҫӳрес ӗҫе хастарлатма тата, паллах, туризм илӗртӳлӗхне ӳстерме майсем туса парӗ", - тенĕ регион Ертӳҫи.

Тепӗр тесен, ку республикӑн илемлӗ кӗтесӗнче туризм инфратытӑмӗн пӗртен-пӗр объекчӗ мар. Кӗркунне федерацин М-7 трассипе юнашар Куснар салинче Сăрпа Хусан оборона чиккисене тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ пысӑк мемориал комплексӗ уҫӑлать. Монументран инҫех мар музей комплексӗ тума палӑртнӑ. "Кунта музей комплексӗ йӗркелессине эпӗ шанса тӑратӑп, вӑл пирӗн культурăн пуянлӑхне кăтартса парĕ", – палӑртнӑ Олег Николаев.

Вырӑнти влаҫсем агропромышленноҫ туризмне аталантарас шайра  муниципалитетра чӑваш тата тутар культурисене тĕпе хурса ятарлă ҫурта комплекслă майпа хута яма тĕллев лартнă. Регион хӑнисем наци апачӗсене тутанса пӑхма, йăла-йĕркипе паллашма пултарĕҫ.

Куславкка районĕн ҫавӑн пекех федераци укҫи-тенкине явӑҫтарса территорисене тирпей-илем кӗртмелли программӑсене пурнӑҫлама лайӑх майсем пур. Кун пек  паха опыт регионӑн ытти пӗчӗк хулисен  тахҫанах пуҫтарӑннӑ.

Вырӑнти предприятисем те пулӑшӑва тивĕҫме  пултараҫҫӗ.

Регион Ертӳҫи  районта ĕҫлĕ визитпа пулнă май «Фирдавиль и компания» ТМЯО кайса килнӗ,  вĕсен ĕҫ-хĕлĕпе паллашнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки канашланă .

2020 ҫулта предприяти производство лаптӑкӗсене анлӑлатнӑ, оборудовани туяннӑ. Ҫитес вӑхӑтра кунта лазер технологийӗсемпе усӑ курса ҫӗнӗ производство процесӗсене ӗҫе кӗртме тата кӑларакан станоксемпе тӑкаксен ассортиментне анлӑлатма палӑртнӑ.

"Нумай май пур. Вӗсене патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе хутшӑнса пурнӑҫламалла, шалти резервсене шырамалла», - палӑртнă Олег Николаев.

Фоторепортаж



17 февраля 2021
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter