Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа килĕшӳллĕн концерт пулнă

Состоялся концерт в рамках Года трудового подвига строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк планӗпе килĕшӳллĕн йӗркеленӗ концерта ҫитсе килнĕ.   Концерт Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.  Илемлĕх ертӳçи тата тĕп дирижер – Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Наталья Яклашкина дирижер, программа режиссерĕ Максим Жучин пулнă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка палăртса ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнакансене тав тунă.   Уйрăмах предприятисемпе организацисене,  ветерансене, ачасемпе студентсене, шкулта вĕренекенсене, вĕрентекенсене, мĕнпур пуҫаруллă ҫынна ырланă.   «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка асăнса чылай мероприятие плана кĕртнĕ. Вĕсене республикăра.ҫӳллĕ шайра ирттереҫҫĕ.  Тĕрлĕ ҫулсенчи ҫынсем паллă пулăмсене пур кăмăлтан хутшăнаҫҫĕ.  Вĕсенчен кашниех май килнĕ таран пысăк тӳпе хывма тăрăшать.   Пурте пĕрле пысăк энциклопеди хатĕрлетпĕр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ уява килсе ҫитнĕ хăнасене саламланă май.   Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тапхăрĕнче халăх тăшманран сыхланма кирлĕ пек мĕнпур объекта туса ҫитернӗ.  Пĕтĕмпе хӳтĕлев чиккисене тума 200 пин ытла ҫын хутшăннă, ватти-вĕтти пĕр чăмăра пухăнса вăй ҫитнĕ таран ĕҫленĕ. 

«Вăл вăхăтра хăш-пĕр ĕҫсем пирки уҫҫăнах тен каламан та пулĕ, халĕ вĕсене архив докуменчĕсене специалистсем тĕпчесе халăх патне илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ. Ку вара чи пĕлтерĕшли. Пирĕн хамăрăн паттăрсене яланах асра тытмалла, вĕсен пархатарлă ĕҫĕсем ҫинчен калакан информацие  ăруран ăрăва куҫарса пымалла», - тесе хушса каланă регион Ертӳҫи. Уйрăмах ҫитĕнекен ачасем паттăрсем пирки хăйсем те тĕпчеме кăмăл туни, тăтăшах ватăсемпе тĕл пулса, ҫав тапхăрсенчи ĕҫсем пирки ыйтса пĕлме тăрăшни аван. Нумайăшне  вĕсем ҫырса хума тӑрӑшаҫҫĕ.  Паян мероприятине пынисем валли ятарлă пысăк курав йĕркеленӗ.  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йӗркеленӗ курав  кăсăклă пулнă, унпа ҫынсем  хапӑл тусах паллашнă.  Федераци шайĕнчи «Без срока давности» проекта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе йĕркеленĕ.  Курав тĕрлĕ регионта иртет, унпа ытти тарӑхра пурӑнакан ҫынсем те паллашма пултараҫҫĕ. 

Фоторепортаж



17 февраля 2021
17:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter