Чӑваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ырӑ кӑмӑллӑх марафонӗ старт илчĕ
Нарăс уйăхĕн 18-мӗшӗнче Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ҫулленхи марафона унӑн йĕркелӳ комитечӗн председателӗ, республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев старт панӑ. Регион Ертӳҫи «Раççейри ача-пăча фончĕ» обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмне мухтанă, ачасен ырлăхĕшĕн яваплăха туйса таса чунпа ĕҫленĕшĕн тав тунă. Палăртнă мероприятине республикăра кашни ҫул йĕркелесе ирттереҫҫĕ, халăх ку акцине пĕтĕм кăмăлпа хутшăнни те куҫкĕретех.
Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ - ачалăха хӳтĕлесси тата пулăшасси. Кунта пухмача кам мĕн чухлĕ тупра хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă.
Кашни ҫулах пулӑшу пухмачне хӑйсен ирӗкӗпе парне паракансенчен сахал мар укҫа-тенкӗ пуҫтарăнать. 2020 ҫулта 3 млн 240 пин тенкӗ пуҫтарăннӑ. Укҫа-тенкӗ пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене васкавлӑ пулӑшу пама ытларах тăкакланать. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата хушма пӗлӳ паракан шкулсене, культура программисене пулӑшма, ҫӗнӗ ҫул парнисем валли те чылай тĕрев куҫать. Пĕр сăмахпа каласан, укҫа-тенкĕ ачасемшĕн тăкакланать. Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон мĕнпур çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унта кашни çын хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать. Укçа-тенкĕне уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕретех. Пулăшăва нумай ачаллă çемьесем, йывăр çемьесенче ӳсекен ачасем тивӗҫеҫҫӗ.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, предпринимательсемпе общество организацийӗсем ыр кӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнни ачалӑх ыйтӑвӗсене пур енлӗн татса пама витĕм кӳрет.
"Черетлӗ марафон ачасене пулӑшу памалли майсене ӳстерессине, йывăрлăха лекнӗ хăш-пĕр категорири ҫынсене тĕллевлĕн пулӑшса тӑма май парасса шанатӑп", - тенĕ вӑл.
Чӑваш Ен Ача-пӑча фончӗ ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигине пулӑшать, вӑл кӑҫал 11 сезона хатӗрленет. "16 пин ытла ача волейболла выляма ҫӳрет, вĕсем хăйсен пултарулăхне кулленех ӳстерме тăрăшаҫҫĕ. Пысӑк спортра ҫитӗнӳсем тунă паллӑ ятсем те пур ӗнтӗ ", - палӑртнă Олег Николаев.
2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Чи лайӑх меценат" медале Ыр кӑмӑллӑх фончӗн председательне Роман Ефимова панӑ.
Марафона кашни ҫын хутшăнма пултарать. Ҫавна тӑвас тесен Пӗтӗм Раҫҫейри общество ыркăмăлăх фончӗн "Раҫҫей ача-пӑча фончӗ" Чӑваш Енри регион уйрӑмне пымалла: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мӗш ҫурт, е телефонпа (8352) 62-89-42 шăнкăравлама юрать.
«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:
Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» (сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»).
расчетный счет № 40703810075220160067
в Чувашском Отделении № 8613 ПАО Сбербанк
БИК 049706609,
к/с 30101810300000000609,
ИНН 2128005408, КПП 213001001
В назначении платежа необходимо указать «Благотворительный взнос в марафон «Именем детства, во имя детства».