Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ регионти ҫамрăксене Раҫҫейри студентсен отрячӗсен кунӗ ячĕпе саламланă

Глава Чувашии поздравил с Днем российских студенческих отрядов участников регионального движения

Нарăс уйăхĕн 17-мӗшӗнче Раҫҫейре студентсен отрячӗсен кунне паллă тăваҫҫĕ.  Уява 2015 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путин указӗпе ҫирĕплетнĕ. Ҫак кун йӑлана кĕнĕ тăрăх ҫамрӑксене Раҫҫей Федерацийӗн студент отрядне явӑҫтарма ҫулленхи официаллӑ старт панине пӗлтереҫҫӗ.

И.Н. Ульянов  ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗн залӗнче "РСО пурин валли те" ятлă мероприяти иртнӗ. Чӑваш Ен студенчĕсен ушкăнне республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланă.

"Студентсен отрячӗсен юхӑмӗ вӑл – пӗр-пӗринпе паллашма, ҫӗнӗ хӑнӑхӑва алла илме пулӑшакан хӑватлӑ вӑй тата паха мел. Чи кирли вара – ӗҫсене пӗрлештерсе кулленхи тĕллевсене татса пама витĕм кӳни", – тенӗ регион Ертӳҫи.

Чăваш Енри студентсен юхăмне 2001 ҫулта йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче РСО ретне Чӑваш Республикин 55 пин ытла студенчӗ кӗнӗ.

Чӑваш  Ен студенчĕсем  республика чысне ҫӗршыв шайӗнче тивӗҫлипе хӳтĕлеҫҫĕ.  Вĕсем тăтăшах тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисем тата призерӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, кӑҫал кӗркунне республика Федерацин Атӑлҫи округӗнчи студентсен отрячӗсен слечӗсене йышӑнӗ.

Округри слета ирттернӗ хыҫҫӑн Раҫҫей студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ Пӗтӗм Раҫҫейри  ăмăртăва хутшӑнма заявка парĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксене малашне те  ҫитӗнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

Ҫавӑн пекех вӑл сакӑр хастара ятарлӑ стипенди илме май паракан свидетельство парса чысланă.

 

Фоторепортаж



18 февраля 2021
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter