Культура: Юрий Сементерӗн пултарулӑх каҫӗ иртӗ

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 80 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче юбиляра халалланӑ курав уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Поэт пултарулӑхне сума сӑвакансем валли тата тепӗр чаплӑ мероприяти иртӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас кӑмӑллисене пурне те тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ. ВЛКСМ Ҫӗрпӳ райкомӗн пай пуҫлӑхӗнче, Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ, аслӑ редакторӗ, редакцисен заведующийӗ пулнӑ, 1974 ҫултанпа «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗнче тимленӗ.

 



https://www.chuvash.org/news/27859.html
18 февраля 2021
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter