Питĕрте – Тăван чĕлхе кунĕ

Тăван чĕлхе эрни пынă май Ленинград облаçĕн чăваш культурин обществи вырăнти Туслăх çуртĕнче Тăван чĕлхе кунне паллă тунă.

Уява «Эпир тăван чĕлхене юрататпăр» ятпа йĕркеленĕ. Видеоçыхăну мелĕпе иртнĕ мероприятин координаторĕсем Чăваш наци конгресĕн Питĕрти полномочиллĕ представителĕ Валериан Гаврилов тата Ленинград облаçĕнчи Туслăх çурчĕн специалисчĕ Сергей Штанько пулнă. Питĕрти йăхташăмăрсене хастарлăхĕшĕн мухтамалла. Чăваш Енрен аякра пурăнсан та тăван халăхăн йăли-йĕркине манмаççĕ, уявсем ирттереççĕ, тĕрлĕ мероприятие тухса çӳреççĕ. Нумаях пулмасть Виталий Золотовпа Валериан Гавриловăн «Мы вечно вместе. К 95-летию образования чувашского землячества в Санкт-Петербурге» кĕнеки пичетленни те çакнах çирĕплетет. Унăн презентацийĕ çывăх вăхăтра Шупашкарта иртĕ.

www.hypar.ru 

 



19 февраля 2021
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter