Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕн ҫумĕпе Андрей Сельскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Олег Николаев встретился с замминистра спорта России Андреем Сельским

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Кристина Майнина хутшăннă, регионти спорта цифра тытăмӗ ҫине куҫарас ыйтăва тӗплӗн сӳтсе явнă. 

 Олег Николаев Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин цифра тытăмне вăй илтермеллине ҫине-ҫине палăртнине тепĕр хут асăнса хăварнă.   Цифра ҫине куҫарни хăш-пĕр ыйтусене ҫийĕнчех татса пама май парать. Кун пирки пуҫлăхсем ҫирĕплетсе каланă.  Раҫҫей Федерацийĕн спорт министрĕн ҫумĕ Андрей Сельский спорт тытӑмне цифра ҫине куҫарассипе виҫĕ енлĕн ыйту пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă. «Хăш-пĕр спортра кун евĕр ĕҫлесе пыни кăтартусене лайăхлатма витĕм кӳрет.  Калăпăр, хоккеистсем хăйсен вăййисене экран ҫинче пăхма пултараҫҫĕ, япӑх енсене курса, вĕсене сирсе яма пикенеҫҫĕ.  Кашни ҫын епле выляма пултарнине те хаклама питĕ ансат», –  тесе каланă  министр ҫумĕ хăйĕн сăмахĕнче. 

  РФ спорт министрĕн ҫумĕ Чăваш Енре ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, «Цифровая прокачка. Чувашская Республика. Спорт и физическая культура» сесси ĕҫне хутшăнать.  Ҫакнашкал  мероприятине ытти субъектсенче те йĕркеленине хыпарланă министр ҫумĕ. Пĕтĕмлетӳсем тунă хыҫҫăн ҫулсен карттине йĕркелеме аван пуласса та палăртса каланă сумлă хăна, спорт тытăмне цифра ҫине куҫарассипе  2021-2030-мĕш ҫулсенче тумалли ӗҫсене палӑртса хумаллине те асӑннӑ. 

 Фоторепортаж



19 февраля 2021
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter