Нумай ачана пулăшнă, малашне те ал парĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона старт пачĕ. Чи малтанах вăл регионти Ача-пăча фондне çак марафона вăтăр ытла çул йĕркелесе пынăшăн, нумай ачапа çемьене пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона пирĕн республикăра 1995 çултанпа ирттереççĕ. Ун вăхăтĕнче пухăннă укçана, йăлана кĕнĕ тăрăх, темиçе енлĕн валеçеççĕ: нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене васкавлă майпа социаллă пулăшу кÿме, çамрăк талантсене хавхалантарма, ачасене урăх региона сипленме каймашкăн пĕр хутчен тÿлевпе тивĕçтерме тата ытти те.

Ыр кăмăллăх пухмачĕнче çулсеренех пысăк укçа пухăнать. Предпринимательсемпе общество организацийĕсем, ырă чун-чĕреллĕ çынсем марафона хутшăнса пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ. Раççей ача-пăча фончĕн хисеплĕ членĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Кислов пĕлтĕр 3 миллион та 240 пин тенкĕ пухăннине пĕлтерчĕ. Ку нухрата йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене васкавлă пулăшу кÿме, пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ паракан шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, культура программисем валли, çул çитменнисене Çĕнĕ çул парни пама янă.

«Пирĕн халăх йывăр лару-тăрăва, инкеке лекнисене яланах пулăшма тăрăшнă, халĕ те çаплах. Шансах тăратăп: черетлĕ марафон ачасене адреслăн тата тĕллевлĕн пулăшма май парĕ. Вăл ачалăх ыйтăвĕсене пĕтĕм енлĕн татса памалли майсене анлăлатать», — палăртрĕ Олег Николаев, марафонăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ. Вăл регионти Ача-пăча фончĕ Чăваш Республикинчи Шкул волейболĕн лигине те пулăшса пыни пирки каларĕ. Ку лига 11-мĕш сезона хатĕрленет. Çак тапхăрта 16 пин ытла ача волейбола кăмăллама пуçланă, спортăн асăннă тĕсĕпе туслашнă. Ку енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвакансем те пур.

ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева марафона хутшăнакан нумай пуласса шаннине пĕлтерчĕ. ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова Ача-пăча фондне нумай ачана пулăшнăшăн тав турĕ.

Мероприятире 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса «Будь чудом» ыр кăмăллăх фончĕн правлени председательне Роман Ефимова «Ачалăх меценачĕ» медальпе чысларĕç. Роман Вячеславович ыр кăмăллăх ĕçне тахçантанпах хутшăннине, васкавлă операци кирлĕ ачасене, сахал тупăшлă, çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшнине пĕлтерчĕ.

ПĔЛМЕ

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Тĕплĕнрех Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмне шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Телефон номерĕ: /8352/ 62-89-42.

www.hypar.ru

 



19 февраля 2021
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter