Коммуналлă тăкаксене саплаштармашкăн утă уйăхĕнчен ыйту йышăнаççĕ

Нарăс уйăхĕн 18-мӗшӗнче  ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствинче «вăрçă ачисене» тивĕçекен çăмăллăхсем тавра брифинг иртнĕ.

Алена Елизарова министр пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнĕ май «Вăрçă ачисем çинчен» саккун йышăннине палăртрĕ. Пирĕн республикăра çак йышра — 65 пине яхăн çын. 40 пинĕшĕ ятарлă удостоверени илнĕ. Енчен те çак документа илме чăрмавлă пулсан социаллă хÿтлĕх центрĕсемпе çыхăнма май пур — унти специалистсем пулăшĕç.

Алена Геннадьевна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура «вăрçă ачисене» укçан пулăшу парасси çинчен каланине палăртрĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче «вăрçă ачисен» çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсен 25 процентне саплаштарас ыйтăва пăхса тухнă. Саккун проекчĕ вăя кĕрсен кăçалхи утă уйăхĕнчен çак çăмăллăхпа усă куракансенчен ыйту йышăнма пуçлаççĕ. Енчен те «вăрçă ачисем» категорири çынсем тĕрлĕ пулăшăва тивĕçеççĕ пулсан — вĕсен пĕрне суйламалла.

www.hypar.ru

 



19 февраля 2021
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter