Лариса Родикран ӑсталӑха вӗренчӗҫ

Чӑваш Енре "Театраллӑ Атӑлҫи" фестиваль программипе килĕшӳллĕн тӗлпулусем йӗркелнеҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ ҫамрӑксене театр ӗҫне явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ. Проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлҫи округӗнчи полпречӗн Игорь Комаровӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленет.

Паян Чӑваш патшалăх культурӑпа искусство институтӗнче студентсем Вырӑс драма театрĕн артисткипе Лариса Родикпа тӗл пулчӗҫ. Вӑл ҫамрӑксене Сергей Гиппиусӑн "Гимнастика чувств" кӗнекинчи тренингсемпе паллаштарчӗ. Сцена ҫинчи выляс ӑсталӑха аталантармалли мелсем пирки каласа кӑтартрӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче артистка студентсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

www.hypar.ru 

 



19 февраля 2021
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter