Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулленхи Ҫырупа тухнă

Послание Главы Чувашии Госсовету республики — в прямом эфире и по QR-кодуЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, нарăс уйăхĕн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнă. Ку унăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă пĕрремĕш Ҫырăвĕ пулнă.   

Мероприятие 400-е яхӑн хӑна пуҫтарăннă: Чӑваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем,  Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Думин депутачӗсем, Раҫҫей Геройӗсем, республикӑри организацисемпе предприятисен ертӳҫисем, политика партийӗсен, общество, наципе культура пӗрлӗхӗсен тата тӗн организацийӗсен представителӗсем килсе ҫитнĕ.  Ҫыру ҫинчен федераци тата регионти МИХсенче тăрăшакан  55 журналист ытла ҫутатса тӑнӑ.

Регион Ертӳҫи иртнӗ ҫулхи ĕҫсене пӗтӗмлетнĕ, патшалӑх тата муниципалитет влаҫ органĕсен мӗнпур шайĕнчи ĕҫсен тӗп ҫул-йӗрне палӑртнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пурин те палăртса хунă ӗҫсен ҫирӗп планӗ - Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетнӗ 2035 ҫулччен республика аталанӑвӗн Стратегийӗ пуррине каланă.

"Халăх вĕрсен – ҫил  кăларать", - тесе каланă ĕлĕкрен ваттисем. Вӑл  Сăр тата Хусан хӳтĕлевҫин чиккисене чавнă ҫĕре хутшăннисен хăватне витĕмлĕ кăтартать. Ҫитес ҫула мĕнпур асаннесемпе асаттесен паттӑрлӑхне халалланӑ. Тумхахлă ҫулсенче хӗрарӑмсемпе ҫамрӑксем вӑй-хӑвата пула патшалӑхӑн чи кирлӗ ыйтăвĕсене татса пама пултарнӑ. Эпир те ҫав хӑюллӑ ҫынсен  ăрăвĕ пулнӑ май пирӗн те лайӑх енсем пур. Апла пулсан, эпир  йывăрлăхсене парăнтарма вӑй ҫитеретпӗр", - тенĕ хӑйĕн Ҫырăвĕнче Олег Николаев.

 Паянхи Ҫырăва онлайн режимра регион телеканалӗсен эфирӗнче, социаллӑ сетьсенче кăтартнă. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр хут паянхи кăларăма Чӑваш ен наци телекуравӗн  эфирĕнче нарăс уйăхĕн 2-мӗшӗнче 19:00 сехетре тата нарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче 16:00-сехетре, ҫавӑн пекех  нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче "Раҫҫей 1" каналпа 08:00 сехетре "Эрне хыпарĕсем" программӑра курма пулать.



02 февраля 2021
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter