Кăҫал Чăваш Енре 5 ҫĕнĕ шкул тума тытăнасси ҫинчен хыпарланă Олег Николаев
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухнă. Кăҫал та вĕренӳ тытăмне модернизацилесси малалла тăсăлассине палăртнă вăл хăйĕн Ҫырăвĕнче.
Пысӑк хатӗрленӳ ӗҫӗ туса ирттернӗ, 5 шкула кӑҫал "Университет", "Лента", Шупашкар хулинчи "Радужный", ҫавӑн пекех Кӳкеҫ тата Ҫӗнӗ Шупашкарти микрорайонсенче тума тытӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 2021 ҫулта Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче 108 ачана вырнаҫтарма май паракан шкул хута ярӗҫ тата Патӑрьел районӗнчи 1-мĕш №- лӗ шкул ҫурчӗ ҫумне 120 ачана валли вырнаҫтарма ҫĕнĕ хушма объект вырăнаҫтарĕҫ.
2022 ҫулта Шупашкар хулинче "Садовый" микрорайонта 1650 ача валли ҫĕнĕ шкул пуласси те планра пур.
"Пӗлӳ пур вӑхӑтра та ӑнӑҫлӑ пулма пурнӑҫра тӗпрен лайăх енне улăштарма май паракан ресурс шутланнӑ. Вӗренӳ тытӑмӗ кашни ачана аталантарма, квалификацине ӳстерме, наукӑпа пирӗн пурнӑҫӑн мӗнпур ҫул-йӗрне йӗркелеме витĕм кӳмелле", - тенĕ Олег Николаев хӑйӗн Ҫырӑвӗнче.
Маларах эпир 2021 ҫулта Чӑваш Енри вунӑ шкулта инженери класӗсем пулмалла тесе палăртнăччĕ.