Чӑваш чӗлхин сумне çӗклесси, общество пурнӑçӗнче унпа хастарлӑн усӑ курма майсем туса парасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри

Олег Николаев обратился с ежегодным Посланием к Государственному Совету Чувашской РеспубликиПаян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырура 2021 çула эпир чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ уçӑмлӑ программӑпа кӗнине, унӑн тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин сумне çӗклесси, общество пурнӑçӗнче унпа хастарлӑн усӑ курма майсем туса парассине каланă. Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин чӑваш чӗлхипе тата литературипе çӗнӗ, хальхи вӑхӑтри учебник туса ха­тӗрлемеллине, ӑна республикӑри мӗнпур вӗренӳ учрежденине тата библиотекӑна çитермеллине асăннă.

Иртнӗ çулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче эпир Чӑваш тӗррин кунне пуçласа савӑнӑçлӑн уявларӑмӑр. Чӑваш Ен Культура тата Экономика аталанӑвӗн министерствисен умӗнче çакӑн пек тӗллев тӑрать: 2021 çулта чӑваш тӗррине республика бренчӗ пек сарас тата наци тӗррин шкулне чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлемелле.



02 февраля 2021
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter