Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухнă, тухтăрсене тепӗр хут ăшшăн тав тунă

Глава Чувашии в своём Послании ещё раз поблагодарил врачей за работуНарăс уйăхĕн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухнă. Кăшăл вирус  темине хускатнă май тухтăрсене тепĕр хут аса илсе тав сăмахĕсем каланă.

«Тухтӑрсем, медсестрасем тата сывлӑх сыхлавӗн ытти ӗҫченӗсем яланах малти вырăна тухса тăраҫҫĕ. Пӗрисем хӗрлӗ зонӑсенче талӑкӗпех дежурствӑра тӑнӑ пулсан, теприсем вара сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмне пулăшусемпе тивĕҫтереҫҫĕ», - тенӗ Олег Николаев.  «Васкавлӑ пулӑшу илес текенсен шучĕ 5 хут ӳснĕ. 17 пин ытла ҫынна, COVID-19 чирпе аптраканнисене, хăрушă амакран ҫăлăса хăварнă. Тухтăрсем  чăнласах та пысăк хисепе тивҫлĕ пулнине каланă вăл.  

Регион Ертӳҫи ҫавӑн пекех кăшăл вирус амакĕ сывлӑх сыхлавӗн  пайĕнчи мĕнпур йывăрлăхсем пирки пĕлме витĕм кӳнине те асăннă. Чӑваш Ен тӗп хулинче инфекци стационарӗ ҫитменни те куҫ кĕретех. Пуҫлӑх кирлӗ килӗшӳсемпе хатӗрленӳ мероприятийӗсен пӗтӗм йĕркине кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тата  сиплев ҫуртне тума 2022 ҫултан кая юлмасӑр пуҫӑнма тӗллев лартнӑ.

Пĕлме: маларахри тапхăрта  Чӑваш Енпе "Ростех" патшалӑх корпорацийӗ республикӑра ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем тӑвас енӗпе  килĕшсе ӗҫлемелли ҫинчен калакан документа алӑ пусса ҫирĕплетнĕ.



02 февраля 2021
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter