Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешĕмĕрсем!

 

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе

саламлатӑп!

Ҫак уявра эпир Тӑван ҫӗршыв историйӗн паттӑрла тапхӑрӗсене аса илетпӗр, ветерансене чыслатпӑр тата Раҫҫейӗн хальхи салта­кӗсемпе офицерӗсене – хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва тата унӑн интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлес ӗҫе халаллакан мӗнпур хар-сӑр ҫынна – тав тӑватпӑр.

Ҫар служби хуть хӑҫан та Ҫӗршывӑмӑрӑн никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑрушлӑха хирӗҫ тӑма хатӗр хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫынсен ӗҫӗ шутланнӑ. Хӑйсен тивӗҫне мирлӗ вӑхӑтра та пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлакансене, сӑмаха тытакансене, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсемшӗн тӑрӑшакансене ӑшшӑн саламлатӑп.

Ҫак чаплӑ уявпа тӳрремӗн ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми ырлӑх тата Тӑван ҫӗршывшӑн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                              Олег Николаев



20 февраля 2021
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter