Чӑваш Енре хăш-пĕр социаллӑ тӳлевсене индексацилеҫҫӗ

В Чувашии проиндексируют ряд социальных выплат

Нарăс уйăхĕн 24-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнĕ

Республика Правительствин паянхи ларăвĕнче темиҫе йышăнăва пăхса тухнă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем индексаципе  ҫыхӑннӑ. Калăпăр, ялта ĕҫлекен специалистсене коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли тӑкаксен кашни уйӑхри компенсацийӗн виҫине ӳстересси ҫинчен йышӑну тунӑ. Индексаци виҫи 3,4% пулать. Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, улшӑнусем Чӑваш Енре пурӑнакан 14,8 пине яхӑн ҫынна пырса тивӗҫ. Компенсацин пысӑклатнӑ виҫи 1221 тенкӗпе танлашать.  Ăна ялта ĕҫлекен специалистсем 2021 ҫулхи утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен тытӑнса илме пуҫлаҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне республикӑри ачаллӑ граждансен патшалӑх пособийӗсене те индексацилĕҫ, унăн виҫи 2,91% танлашать. Пособипе уйӑхсерен тӳлемелли укҫа-тенкӗ компенсацине 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа  индексацилеме плана кĕртнĕ.

Усрава илнĕ ачасен ашшӗ- амӑшне тӳлемелли укҫан виҫине ӳстерме май паракан ĕҫ хутне те тишкернĕ ларăва пухăннисем, документпа килĕшӳллĕн усӗм 2,91% пулмалла. Ҫак пулăшупа  900 яхӑн ҫынна  тивĕҫтерĕҫ.  Патшалăх тĕревне 2021 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тӳлеме тытăнĕҫ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă  Ҫырӑвӗнче  2021 ҫулта вӑйра тӑракан мӗнпур пулӑшу майӗсене ҫулсерен индексацилеме сĕннĕ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗн интересленекен органӗсемпе пӗрле пулӑшу памалли майсем ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗ ҫине мӗнлерех витӗм кӳнине тӑтӑшах асӑрхаса тӑмалла тата вӑхӑтра тӳрлетӳсем кӗртмелле тенĕ ҫав документра. Паян ларура  Ҫырура палӑртнӑ мĕнпур ӗҫсен комплекслӑ планне ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – экономика министрӗ Дмитрий Краснов план 21 пайран тăнине  унта 160 мероприяти кĕртсе хăварнине  пӗлтернĕ.

2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пилĕк тата ытларах ачаллӑ ҫемьесенчи ачасем валли уйӑхсерен паракан пособисене пысӑклатнӑ виҫепе тӳлеҫҫӗ тата ашшӗ-амӑшӗнчен пӗрне транспорт налукӗ тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ. 

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларӑвӗнче ҫавӑн пекех республика Правительствин черетсӗр ларӑвне ҫак эрнекун, нарăс уйăхĕн  26-мӗшӗнче, ирттерессине пӗлтернӗ. Унта Чӑваш Республикин 2021 ҫулхи республика бюджетне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухӗҫ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков каланӑ тӑрӑх, республика бюджетне пӗрремӗш тӳрлетӳ тунӑ шайра тупӑшсем 6 миллиард тенкӗрен те ытларах, тӑкаксем – 7 миллиард тенкӗ чухлӗ  ӳсесси пирки хыпарланă.

 

Фоторепортаж



24 февраля 2021
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter