Хамăрăн историе пĕлмеллех

«Раççейĕн хӳтĕлев чиккисем: мониторинг, тишкерӳ, ăнлантару» ятпа паян Наци библиотекинче регионсен хушшинчи «çавра сĕтел» иртрĕ. Ăна ЧР Çамрăксен правительстви РФ Çамрăксен правительствисен ассоциацийĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, «Тăван çĕршыв историйĕ» фонд пулăшнипе йĕркеленĕ.

Мероприятие хутшăнакансем малтан пысăках мар куравпа паллашрĕç: унта пирĕн республика территорийĕнче пулнă хӳтĕлев сооруженийĕсен историне çутатакан пичет материалĕсемпе кĕнекесем, сăн ӳкерчĕксем вырăн тупнă. Çавăнтах XVI-XVII ĕмĕрсенчи стражниксен Хырла валĕнче /вырăсла: Карлинский вал/ тупнă хĕç-пăшалĕ те пур, тĕслĕхрен, пуртă, айпăлта, кистень т.ыт.те. Вĕсене Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнчи тавра пĕлӳ халăх музейĕнчен илсе килнĕ.

Регионсен хушшинчи «çавра сĕтеле» килнисене РФ Çамрăксен правительствисен ассоциацийĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Петухов саламларĕ. Вăл пĕлтĕр ака уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв Правительствине РФ субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пĕрле Белгородри хӳтĕлев сооруженийĕсемпе çыхăннă культура еткерлĕхĕн объекчĕсене тупса палăртас ĕçе йĕркелеме хушнине аса илтерчĕ. Çапла вара Раççейĕн 20 регионĕнче, çакнашкал объектсем сыхланса юлнисенче, XVI-XVII ĕмĕрсенче йывăçран тунă хӳтĕлев сооруженийĕсен вырăнĕсене, пĕр-пĕр пайне тупса палăртассипе çыхăннă ĕç пуçланнă. Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче «Тăван çĕршыв историйĕ» фонд РФ Çамрăксен правительствисен ассоциацийĕпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн хӳтĕлев чиккисем: мониторинг, тишкерӳ, ăнлантару» (вырăсла: «Засечные черты России: мониторинг, изучение, популяризация») проекта пуçарса янă. Унăн тĕллевĕ — историпе культура çак пуянлăхĕ пирки çамрăксене ăнлантарса парасси. Андрей Петухов ЧР Çамрăксен правительствине асăннă темăпа «çавра сĕтел» йĕркеленĕшĕн тав турĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов халăхăн тĕрлĕ ĕмĕрте йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивнине палăртрĕ. Тăван çĕршыва хӳтĕлесси яланах сăваплă тивĕç пулнă терĕ. Кăçал Чăваш Енре Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнине аса илтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата нацисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов пирĕн çĕршывăн историйĕ питĕ пуян пулни, халăхăн тăван кĕтесе яланах хӳтĕлеме тивни çинче чарăнса тăчĕ.
Унтан «Хырла хӳтĕлев чикки: вăрттăнлăх е тупмалли юмах» ятпа тематика блокĕ ĕçлерĕ. Унта пирĕн республика территорийĕнче XVI-XVII ĕмĕрсенче тунă хӳтĕлев чиккисен историне сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru

 



24 февраля 2021
11:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter