Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Фермер шкулӗ" вӗренӳ проектне пурнӑҫлама старт панӑ

Глава Чувашии Олег Николаев дал старт реализации образовательного проекта «Школа фермера»

Нарăс уйăхĕн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Россельхозбанк" АО вӗренӳ проектне уҫма хутшӑннӑ. Мероприятие Чӑваш патшалӑх аграри университечӗнче йĕркеленĕ, проекта Раҫҫейри 15 регионтан хутшăннă.

"Фермер шкулӗн" тӗллевӗ - ял хуҫалӑхӗнчи бизнеса йĕркелеме вĕрентесси, ертсе пыма витĕм кӳресси. Ку Раҫҫейре Ял хуҫалӑх Министерствин, регионсен, вузсен, пысӑк бизнеспа фермерсен ял хуҫалӑх валли професси кадрӗсене хатӗрлемелли майсене пӗрлештерекен пӗрремӗш площадка.

Чӑваш Енре вӗренӳ проекчӗн пӗрремӗш юхӑмне 20 фермер кĕнĕ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн базинче "Агробизнес" фермер хуҫалӑхӗн "Хальхи технологийӗсем", "Ҫырла ĕрчетесси", "Теплицăсенче пахча ҫимӗҫ туса илесси" професси енӗпе тӳлевсӗр пӗлӳ илӗҫ.

"Фермерсене вӗрентсе хатӗрлемелли ҫул-йӗре тупӑшлӑха тата бизнес пуҫламалли майсене шута илсе суйласа илнӗ. Сӑмахран, халӗ пирӗн сыр, чӑкӑт тирпейлесе кăларакансем  нумай. Вӗсем уйрӑм, кашни хӑй тӗллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӗренӳ процесӗ пулӑшнипе , пӗрлехи технологисене туса хатӗрлесе тата пӗрле вӑй хурса эпир урӑх пахалӑха тухма тата чи кирли - производствӑн пысӑк калӑпӑшӗсене йӗркелеме пултарӑттӑмӑр", - палӑртнă Олег Николаев.

"Вӗренӳ курсӗ икӗ уйӑх хушши тăсăлĕ, унта теорипе практика пайӗсем пулĕҫ»,  - тесе каласа панă Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев. «Программа дистанци технологийӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать тата итлекенсене фермер хуҫалӑхне тытса пымалли меслетсене вӗренме, финанс хутлӑхне ӳстерме тата конкретлӑ енсемпе практика ӑсталӑхне илме май парать. Бизнес-планне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлекенсене "Фермер хуҫалӑхӗн агробизнесĕ" ҫул-йӗрпе пӗлӳ илни ҫинчен калакан патшалӑх докуменчӗсене парӗҫ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Уроксене аслă шкулсенче тăрăшакан преподавательсем, АПК эксперчӗсем, Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕн специалисчӗсем ирттерĕҫ.

"Чӑваш Енри  ҫак Шкул пулӑшнипе регионшӑн АПК малашлӑх ҫул-йӗрӗ массӑллӑ та питӗ хастар аталанӗ. Эпир хамӑр итлекенсене вӗрентме кӑна мар, вӗсене малтанхи ҫулсенче  вĕрентсе пулăшу пама палӑртса хуратпӑр", - тенĕ Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Ирина Письменская. Вӑл Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева, "Россельхозбанк" АО правленийӗн Председательне Борис Листова, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорне Андрей Макушева проекта пурнăҫа кĕртме пулӑшнӑшӑн тав тунă.

 

Фоторепортаж



24 февраля 2021
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter