Августа Уляндина – Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни

Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина 50 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче юбилей каҫӗ иртнӗ. Унта такам та пухӑннӑ: тӳре-шарапа депутатсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, пултаруллӑ артистӑн тата педагогӑн ентешӗсем. Сӑмах май каласан, «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн правленине Августа Уляндина ертсе пырать. Ытти район ентешлӗхӗн ертӳҫисем те ӑшӑ салампа пырса ҫитнӗ.

Юбиляра «Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Капла йышӑнӑва Ҫӗмӗрле районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть тишкерсе пӗр саслӑн ырланӑ.

 



https://www.chuvash.org/news/27923.html
25 февраля 2021
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter