2021 ҫул валли Чӑваш Республикин бюджечӗ тупӑш енӗпе 6,2 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳсет

Бюджет Чувашской Республики на 2021 год увеличивается по доходам на 6,2 млрд рублей Нарăс уйăхĕн  26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче ларăва пухăннисем 2021 ҫул валли пăхса хăварнă республика бюджечĕ пирки калаҫнă, тӳрлетӳсем кĕртнĕ, 2022 тата 2023 ҫулсем валли палăртса хунă ĕҫсене те тишкернĕ.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков тарăн доклад туса панă.   Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2021 ҫулта республика бюджечĕ пĕтĕмĕшле малтанхинчен тата та 6,2 млрд тенкĕ чухлĕ ӳсет, вăл 67,7 млрд танлашать.  Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 7 млрд тенкĕ чухлĕ ӳсет, пурĕ 71,4 млрд пулĕ.   

Наци проекчĕсемпе ĕҫлеме ҫĕнĕлĕхсем хыҫҫăн хушма укҫа 971,4 млн  тенкĕ пăхса хăварнă. «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне республика Пуҫлăхĕ тухнă Ҫырăвĕнче сахал мар  мероприяти палăртнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме уйăрнă хушма укҫана», - тесе каланă Михаил Ноздряков.  

Палăртса хăваратпăр, муниципаллă пĕрлешӳсенче  вĕренӳ пайĕн инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарма 1,7 млрд тенкĕ ытла уйăрса хăварнă.   Пурĕ вĕрентӳ тытăмне хушма укҫа 2,1 млрд яхăн куҫасси паллă.   

Сывлăх сыхлавĕн пайне 2,3 млрд тенкĕ хушма укҫа куҫасси те куҫ кĕретех.  Пысăк пулăшу ФАПсем тума, тĕрлĕ амбулатори учрежденийĕсене хута яма тăкакланĕ.

Социаллă политика сферине - 191,2 млн, спорт тытăмне - 309,7 млн тенкĕ уйăрĕҫ, ял хуҫалăхне  те сахал мар тĕрев пулĕ.   



26 февраля 2021
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter