Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухнă

Олег Николаев обратился с ежегодным Посланием к Государственному Совету Чувашской РеспубликиНарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухнă.  Паянхи паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.  Республика Ертӳҫи иртнĕ ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă, пурнăҫăн тĕрлĕ сферинчи ыйтусене тарăн тишкерсе тухнă.

Чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕршыври лару-тăру ҫинчен аса илсе хăварнă, усал кăшăл вирус амакĕ ҫынсен пурнăҫне чылай татнине палăртнă.  17 пин ытла ҫынна, COVID-19, чирпе аптраканнисене тухтăрсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене парса тивĕҫтернĕ,  пурнăҫне ҫăлса хăварнă. Вĕсем чире парăнтарса ура ҫине тăма пулăшнă халăха. Ку ĕҫсемшĕн сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакан мĕнпур тухтăрсене ырласа тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Чир-чĕр  хăш-пĕр йывăрлăхсене те палăртнă. Паянхи куна калас пулсан, инфекци уйрăмĕ  регионта ҫителĕксĕр пулни куҫкĕретех.  Строительство ĕҫне 2022-мĕш ҫулччен тытăнмалла, унчен хатĕрленӳ пайне тĕпрен туса ҫитермеллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.    Олег Николаев патшалăх енчен куҫакан мĕнпур тĕревсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă. 

Вĕренӳ пайне илес пулсан, кăҫал Шупашкарти микрорайонсенче, Ҫĕнĕ Шупашкарпа Кӳкеҫре пурĕ ҫĕнĕ пилĕк шкул ҫĕкленсе лармалла. Кунсăр пуҫне ачасене мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхине ăша хывса пыма методика хатĕрлемеллине, ун валли ҫĕнĕ кĕнекесем кăлармаллине те палăртнă.  Чăваш Республикинче 2021-2022-мĕш ҫулсенче регионти мĕнпур шкулсемпе вулавăшсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме ҫĕнĕ кĕнекесем пулмаллине те палăртнă.  

Пуҫаруллă предпринимательсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳмелле, хăтлă условисем йĕркелемеллине палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Экономикăна аталантарас тесен, бизнеса вăй илтермелле, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем уҫмалла, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле каланă  вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Ҫулсерен агропромышленноҫ пайĕ ӳссе вăй илсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Уйрăмах пирĕн тăрăхра хăмла лартса ҫитĕнтерме чаплă условисем пуррине асăнса хăварнă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Ҫĕр улми лартса ҫитĕнтерессипе, паха вăрлăхсем хатĕрлессипе регион лайăх ĕҫлет, апла пулсан, ку енпе те малалла ĕҫлемелли чылай», -  тенĕ вăл хăйĕн Ҫырăвĕнче.

Олег Николаев специалистсем хатĕрлесси, спорт, культура, цифровизаци, ҫул-йĕрпе строительство, туризм, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе палăртнă ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă, кирлĕ пек мерăсем пăхса хăварнă, тĕллевсене пурнăҫлама хушнă.

2021 ҫула Сăр тата Хусан хӳтĕлевҫин чиккисене хутшăннă паттăрсене халалланă.  Апла пулсан, палăртса хунă мĕнпур мероприятисене туллин тата кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерме хушнă.  Кунсăр пуҫне вăрҫă ачисем пирки те Ҫырура палăртнă.  ЖКХ усă курнăшăн тăкакланакан укҫасене саплаштарасси те кун йĕркинчех тăнине каланă вăл.  Кун пирки Чăваш Ен Правительстви тăрăшса ĕҫленине палăртнă.

«Ҫырăва кĕртнĕ мĕнпур тĕллевсем республика аталанăвне витĕм кӳреҫҫĕ  Енчен те вĕсене туллин пурнăҫласан, пысăк ҫитĕнӳсем пулĕҫ. Чи ҫивĕч ыйтусене, халăх кулленех ҫĕклекеннисене пĕрле килĕшсе татса памалла», - тесе каланă Ҫырăва пĕтĕмлетнĕ май  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Палăртса хăваратпăр, паянхи паллă пулăма, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăва итлеме  400 ытла хăна хутшăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Раҫҫей Геройĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, предприяти, организаци ертӳҫисем, тĕрлĕ тĕн представителĕсем килсе ҫитнĕ.  Мероприяти пирки пĕтĕмпе федераци тата республика шайĕнче МИХсенче ĕҫлекен 55 ытла журналист тĕплĕн хыпарсем хатĕрлесе панă, вĕсене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшнă.     

Фоторепортаж



03 февраля 2021
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter