«Вăрçă ачисен» çăмăллăхсем пулĕç

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май транспортпа, пассажирсене илсе çӳрессипе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕ. Çав шутра — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул çӳревĕн «сухалланнă» ыйтăвне. Унăн шухăшĕпе, пассажирсем пĕр хуларан теприне çитмешкĕн темиçе транспортпа усă курни, çавна май вĕсен темиçе хут тӳлеме тивни йĕркеллĕ пулăм мар — ыйтăва «хупмаллах».

Кăçал тĕп хулари Граждан урамĕн реконструкцине пуçармалла. Виççĕмĕш транспорт çурма ункине проектлассине вĕçлемелле. Çитес виçĕ çулта районсен хушшинчи çулсен асфальтсăр сыпăкĕсене пĕтермелле. Кăçал Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка районĕсене çыхăнтаракан çул строительствин проектне хатĕрлесе çитерме палăртнă. Çитес çул Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсене çыхăнтаркан çула тăвасшăн. Çавăн пекех вăл Етĕрне тавра çул тăвассине вĕçлемеллине пусăм тусах палăртрĕ. Ĕçсене чарса лартиччен унта 700 миллион тенке яхăн хывнă, çул Етĕрне урлă иртекен транспорт юхăмне чакарĕ. Раççей Транспорт министерствине строительствăна вĕçлемешкĕн заявка памалла.

Олег Николаев çавăн пекех экологи ыйтăвĕсем çинче та чарăнса тăчĕ. Елчĕкри тата Элĕкри каяш вырăнĕсене рекультиваци тунă, кăçал Канашра рекультиваци тумалла, Çĕрпӳри тата Красноармейскинчи вырăнсене хупмалла. Çавнашкал çĕнĕ вырăнсем йĕркеленесрен сыхланмалла. Çак тĕллевпе хытă каяшсене уйрăммăн пухассине йĕркелени вырăнлă, тирпейлекен каяшсен тӳпине пысăклатмалла.

Çырура халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе, çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассипе, туризмпа çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрнă. Пысăк тĕллев — пурăнмалли çурт-йĕр строительствине ӳстересси. Владимир Путин Президент çуллен çын пуçне 0,83 тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр тума тĕллев лартнă. Чăваш Енре пĕлтĕр çак кăтарту 0,48-па танлашнă. Олег Алексеевич иккĕленмест: пирĕн Президент палăртнă тĕллеве пурнăçламашкăн пĕтĕм май пур. 2030 çул тĕлне вара кашни çын пуçне 1 тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр тумалла. Строительство экономика аталанăвĕшĕн те хăватлă драйвер пулĕ. Çакна тĕпе хурса вăл Министрсен Кабинетне комплекслă строительство валли лаптăксем хатĕрлес, тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма хушрĕ.

Ялсен хăтлăхĕ пирки сăмах пуçарнă май Олег Алексеевич ял тăрăхĕсен нумай ыйтăва татса памшкăн укçа çителĕксĕррине палăртрĕ. Çавăнпа пĕлтĕр трансфертсен калăпăшне пысăклатнă. Анчах муниципалитетсем укçапа тухăçлă усă курас тĕлĕшпе ыйтусем пур. Вырăнти тĕрĕслев тивĕçлĕ шайра мар. Çавăнпа тухăçлăха хакласси те чăрмавлă. Çакна шута илсе регион ертӳçи Финанс министерствине муниципалитетсенчи тĕрĕслевпе шут органĕсен ĕçне лайăхлатассине тивĕçтерме хушрĕ.

Çырăва вĕçленĕ май Олег Алексеевич социаллă çăмăллăхсен теми патне таврăнчĕ. Пĕлтĕр «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Малашне вара çак статусăн укçан виçекен енĕ те пулĕ: республика бюджетне пирвайхи хут тӳрлетӳ кĕртнĕ чухнех çакна шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курĕç.

— Çырура палăртнă тĕллевсем чăннипех пысăк, — терĕ сăмахне вĕçленĕ май Олег Николаев. — Вĕсене пурнăçласси кашни çын хăйĕн вырăнĕнче тӳрĕ кăмăлпа вăй хунинчен нумай килет. Кашнин ĕçĕ пĕрлехи ĕçĕн пĕр пайĕ пултăр. Паянхи условисенче асатте-асаннен, кукаçи-кукамайăн çирĕп кăмăлĕ çине таянса, кашнин хăйĕн вырăнĕнчи пĕлтерĕшне ăнланса эпир хамăр шутланинчен те чылай пысăкрах ĕçсем пурнăçлама пултаратпăр.

Зал çак сăмахсене алă çупса йышăнчĕ.

 

 



03 февраля 2021
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter