Экономика - аталану никĕсĕ

Олег Николаев обратился с ежегодным Посланием к Государственному Совету Чувашской РеспубликиЧăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине, 2035 çулчченхи стратегие хатĕрленине аса илтерсе хамăрăн майсене тĕплĕ тишкерни çинчен каларĕ. Никĕс вырăнĕнче — предпринимательлĕхпе çыхăннă пуçарулăха вăй парасси. Уйрăм условиллĕ зонăсем йĕркеленин усси курăмлă.

Канашри васкавлă аталану территорийĕнче паян виçĕ резидент ăнăçлă ĕçлет, 120 ĕç вырăнĕ. Шупашкарти индустри паркĕсенче 5 предприяти йĕркеленĕ. Кăçал тата икĕ производство уçăлмалла. Канашри ТОСЭР ĕçне анлăлатмалла. Тата 14 резидент ĕçе пуçăнмалла. Инвестицисен калăпăшĕ 7 миллиард тенкĕрен иртмелле, çĕнĕ 1,5 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.

Аталанăвăн уйрăм программипе килĕшӳллĕн республикăра технопарксем уçăлмалла. Çĕнĕ Шупашкар пирки — уйрăм калаçу. Унта та ТОСЭР тума палăртнăччĕ. Федераци Правительствипе килĕшсе татăлнă, анчах унашкал территорисем йĕркелес тĕлĕшпе моратори палăртнă май халĕ уйрăм экономика зони туса хума сĕнеççĕ. Олег Николаев Экономика аталанăвĕн министерствине ыйтăва вăраха ямасăр таса памалли пирки асăрхаттарчĕ: тивĕçлĕ документсене РФ Правительствине тишкерме памалла.

Республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстермелли ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелле. Бизнеса çăмăллăхсем парас енĕпе нумай мера йышăннă, çак ĕçе тăсмалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнес пĕлтерĕшне хакламалли цифрăсем: республикăра пурăнакансен виççĕмĕш пайне ĕçпе тивĕçтереççĕ, республика бюджетне кĕрекен налуксен 30% — вĕсен тӳпи. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ предпринимательсене çăмăл стартпа тивĕçтермелли, бизнеса пулăшмалли пĕрлехи институт йĕркелемелли тĕллевсене палăртрĕ. Кашни бизнес-идейăна тишкермелле, пурнăçлама пулăшмалла.

Республикăра 2,4 пин ытла промышленноç предприятийĕ ĕçлет. 75 пин ытла ĕç вырăнĕ. Пĕлтĕр пандемие пула нумай предприяти йывăрлăха лекнĕ. Çавна май промышленноç производстви чакнă. Раççей шайĕнче çухату пирĕннинчен те пысăкрах, анчах ку лăпланмалли сăлтав мар. Регион ертӳçи кăçал ӳсĕме тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тумалли çинчен каларĕ.

Ку енĕпе вăл темиçе çул-йĕре палăртрĕ. Чи малтанах — кластерсем йĕркелесси. Вĕсем конкурентлăх условийĕсенче ĕçе пулăшаççĕ. Пирĕн лайăх тĕслĕх пур — электротехника кластерĕ. Çавнашкал тытăмсене ытти сферăра та йĕркелемелле — çăмăл промышленноçран пуçласа ял хуçалăх продукцине тирпейлесси таран. Кластер мелĕ çĕнĕ тытăмсене федераци бюджечĕн пулăшăвĕпе усă курма май парĕ. Çак ĕçе йĕркелемешкĕн Кластер аталанăвĕн центрне туса хумалла, унăн ĕçне «Манăн бизнес» центр сăнаса пытăр.

Экспорт тĕллевĕллĕ продукци туса кăларни предприятисен тупăшне пысăклатать. Олег Алексеевич кăмăллăн палăртрĕ: ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ӳссех пырать — 36 миллион доллара çитнĕ, тавар тĕнчери 37 çĕршыва каять. АПК производстви пĕлтĕр 105% танлашнă, анчах кунпа çырлахма юрамасть. «Тĕллев — кашни гектар тухăçне пысăклатасси, — терĕ Олег Алексеевич. — Хальлĕхе вара хăш-пĕр организаци гектартан 10-11 пин тенкĕлĕх продукци туса илет, чи лайăх хуçалăхсем — 400 пин тенкĕ таран». Çак уйрăмлăха чакармалли çулсенчен пĕри — продукцие тĕплĕ тирпейлесси. Хальлĕхе сĕтĕн — виççĕмĕш, аш-какайăн тăваттăмĕш пайне республикăран «чĕрĕлле» ăсататпăр. Пахча çимĕç те юта уйранах йӳнĕпе каять. Çакăнпа çырлахма юрамасть.

Республика ял хуçалăхне пысăк пулăшу кӳрет — техника туянассинчен пуçласа фермăсем хута ямашкăн укçа уйăрни таранах. Олег Николаев урăх ниçта та çук продукци туса илес тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Çав шутра — хăмла. Пирĕн наука никĕсĕ, лайăх сортсем, ытти пур — çакăнпа усă курмалла. Çулталăк вĕçлениччен хăмлапа ĕçлемелли районсене палăртмалла, вĕсене пулăшмалла. Çавăн пекех вăл Чăваш Енĕн çĕр улми çитĕнтерессипе çыхăннă, юлашки çулсенче хавшанă позицийĕсене тепĕр хут çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Çак тĕллеве республика аталанăвĕн пилĕк çуллăх комплекслă планне кĕртме хушрĕ.



03 февраля 2021
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter