Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шут палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с председателем Контрольно-счетной палаты Чувашской Республики Светланой АристовойНарăс уйăхĕн  3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шут палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ведомство ертӳҫи регион Пуҫлăхне иртнĕ ҫулхи ĕҫсемпе паллаштарнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Олег Николаев муниципалитетсенчи тĕрĕслевпе шутлав органĕсем  тухăҫлă ĕҫлесе пырайманнине каланă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ĕнер Ҫырупа тухнă. Ун чухне те вăл ҫӳлерех асăннă ведомствăн муниципалитетсенчи тытăмĕн ĕҫ-хĕлĕн тухăҫлăхне ӳстермелли пирки палăртнă. «Функцисене централизацилесе пырсан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ», -  тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

«Сирĕн паха ĕҫе муниципалитетсене те илсе ҫитермелле.  Бюджетран тăкакланакан кашни тенкĕне тĕллевлĕн усă курнине ҫивĕч тĕрĕслеве илмелле.  Ку сирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне уйрăмах ыйту ҫине тимлĕх уйăрмалла.  Раҫҫей Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫлассишĕн пурин те таса чунпа, яваплăха туйса тăрăшса ĕҫлемелле», - тенĕ Олег Николаев.  

Ҫивĕч ыйтусене ҫийĕнчех кирлĕ пек мĕнпур ведомствăсемпе пĕрле пăхса тухнине хыпарланă Светлана Аристова.  «Финанс ыйтăвĕсене тĕрĕслессипе тĕллевлĕн ӳлĕмрен ĕҫлеме план тунă.  Кун евĕр ĕҫе пуҫласа чи малтан Канашра, Улатăрта, Ҫĕмĕрлере тата Ҫĕнĕ Шупашкарта пурнăҫа кĕртме палăртнă», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.     

Ҫулталăк тăршшĕпех ыйтăва тĕрĕслевре тытăпăр. Оптимизаци тăвасси те кун йĕркинчех пулнине пĕлтернĕ Светлана Аристова. 

Фоторепортаж



03 февраля 2021
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter