Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевӑн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырӑвӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн

хисеплӗ депутачӗсем тата чӗннӗ хӑнасем!

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ҫулленхи Ҫырӑвӗпе паллаштарнӑ май патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗн мӗнпур сыппин тӗп ҫул-йӗрӗсене пӗлтерме ирӗк парсамӑр. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Ен ҫыннисен ырлӑх-пурлӑхне тата пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне лайӑхлатасси.

Асӑннӑ кӑтартусем республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн йышлӑ тӗллевӗсене пурнӑҫланин тӗп пӗтӗмлетӗвӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Эпир сирӗнпе пурнӑҫламалли тӗп индикаторсене ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн йышӑнӑвӗсенче палӑртнӑ. Вӗсене наци проекчӗсене тӗпе хурса туса хатӗрленӗ тата ҫав проектсем йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ, эпир те сирӗнпе вӗсене Чӑваш Ен территорийӗнче пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хастарлӑн ӗҫлетпӗр.

Тӗрлӗ программӑсене ҫыхӑнуллӑ тӑвас, вӗсенче палӑртнӑ мероприятисен пысӑк тухӑҫлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе пӗлтӗр эпир республикӑна аталантармалли пилӗк ҫуллӑх программӑна анлӑн сӳтсе явса йышӑнтӑмӑр. Ун никӗсӗ ҫинче республикӑн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗн Стратегине туса хатӗрлерӗмӗр тата ӑна Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетрӗмӗр. Ҫавна май эпир ҫӗнӗ ҫула халӑхпа анлӑн сӳтсе явса туса хатӗрленӗ ӗҫсен уҫӑмлӑ планӗпе пуҫлатпӑр теме пулать.

«Халӑх вӗрсен – ҫил кӑларать», – палӑртать ваттисен сӑмахӗ. Вӑл Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен чун хаваллӑхне туллин уҫса парать. Ку ҫула республикӑра пирӗн асатте-асаннесен, кукаҫи-кукамайсен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ.

Ҫав йывӑр та хӑрушӑ вӑхӑтра хӗрарӑмсемпе ҫамрӑк ачасем чун хавалӗпе кӑмӑл ҫирӗплӗхӗн иксӗлми вӑйне кӑтартса патшалӑхӑн пы­сӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевне татса пама пултарнӑ, вӗсем 380 ҫухрӑм тӑршшӗ хӳтӗлев чиккисем тунӑ. Эпир те, ҫав хӑюллӑ ҫынсен тӑхӑмӗсем пулнӑ май, ҫавӑн пек пахалӑхсемпе палӑрса тӑрат­пӑр. Апла пулсан, пурне те тума вӑй ҫитеретпӗр.

Ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсен тӗрӗслӗхне иртнӗ ҫулхи пулӑмсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫа кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ хӑрушӑ чир Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн ҫирӗп тӗрӗслӗх пулса тӑчӗ. Тухтӑрсемпе медсестрасем тата сывлӑх сыхлавӗн ытти ӗҫченӗсем пандемипе ырми-канми кӗрешрӗҫ. Пӗрисем хӗрлӗ зонӑсенче талӑкӗпех дежурствӑра тӑчӗҫ пулсан, теприсем сывлӑх сыхлав отраслӗн пӗтӗм тытӑмне ҫӗнӗлле йӗркелессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене тивӗҫлипе чӑтса ирттерчӗҫ.

Ансат пӗр тӗслӗх – васкавлӑ пулӑшу службине пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисен шучӗ, «ахаль» вӑхӑтрипе танлаштарсан, 5 хут ӳснӗ!

Шел пулин те, вилекенсем те пулчӗҫ. Кашни вилӗм пирӗншӗн пысӑк ҫухату. Ҫав хушӑрах ку е вӑл сферӑри ӗҫ-хӗле тарӑннӑн тишкерме хистекен сӑлтав та ҫакӑ. Хӑш-пӗр цифрӑсене илсе пӑхсан, пӗлтӗр вилнисен шучӗ 3484 ҫынпа танлашнӑ. Вӗсенчен 45 проценчӗ – ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн чирӗпе е унпа ҫыхӑннӑ чирпе чирленисем.

Ҫапах та! Тулашри сӑлтавсене пула вилекенсен шучӗ ӳсни те сисчӗвлентерет. Ытларах чухне ҫакӑ асӑрханусӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ.

Ҫул ҫинчи транспорт инкекӗ, ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкни, чӳречерен тухса ӳкни, килти инкеклӗ тӗслӗхсем – ҫавнашкал синкерлӗ сӑлтавсене пула кӑна 1700 ытла ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ!

Эрехпе наркӑмӑшланнипе вилекенсен шучӗ 80% ӳснӗ!

         Асӑннӑ дӑннӑйсене тӗпе хурса, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви тулашри сӑлтавсенчен вилессине чакарма пулӑшакан мероприятисен комплекслӑ планне туса хатӗрленӗ тата ӑна Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствипе килӗшӳллӗ тунӑ. Ҫапах та ҫакӑн пек вилӗм сӑлтавӗсене тӗплӗн тишкерсе ведомствӑсен хушшинче ҫыхӑнса ӗҫлессине лайӑхлатма пулӑшакан улшӑнусене васкавлӑн кӗртни пӗлтерӗшлӗ.

Ҫапла, инфекци чирӗ сарӑлнӑ вӑхӑтра чылайӑшне ҫухатрӑмӑр. Анчах нумайӑшне сыватрӑмӑр та. Иртнӗ ҫул больницӑсене COVID-19 чирӗнчен сипленме пынӑ 17 711 пациент сывалнӑ. Хальлӗхе пилӗк пине яхӑн ҫынна врачсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ, кунсерен ҫӗршер ытла ҫын сывалса хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗрки патне таврӑнать.

Эпир шурӑ халатлӑ ҫынсене хӑйсен пархатарлӑ ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн чунтан ҫине-ҫине тав тӑватпӑр. Атьӑр, хисеплӗ ӗҫтешсем, ҫакна тепӗр хут алӑ ҫупса палӑртар.

Инкек пире пӗрлештерчӗ, сывлӑх сыхлавӗн отраслӗпе ытти пулӑшу кӗтекенсене пӗтӗм общество пулӑшрӗ: сывлӑх хуралҫисене тӳлевсӗр апатлантарни, таксипе укҫасӑр илсе ҫӳрени, республикӑри тӗрлӗ организаципе волонтерсем витӗмлӗ пулӑшни. Ҫаксем тата пациентсемпе республикӑра пурӑнакансенчен илтекен тав сӑмахӗсем тата ырӑ сунса каланисем вӗсене вӑй-хал тата тӳсӗмлӗх кӳреҫҫӗ. 

Эпӗ Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннах пулӑшушӑн тата хальхи лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Пирӗн сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ эпидемипе тивӗҫлипе кӗрешрӗ. Ҫапах та пандеми хальхи ҫивӗч ыйтусене те уҫӑмлатрӗ. Сӑмахран, Чӑваш Ен тӗп хулинче хальхи инфекци стационарӗ ҫитменнине.

Республика клиника больницин хальхи ҫурчӗн иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа 80-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ тӗрлӗ хуралтипе сооруженийӗсем кивелсе ҫитни. Ҫавна пула ку чухнехи медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене тивӗҫтерме, сиксе тухакан йывӑрлӑхсене васкавлӑн сирсе пӑрахма майсем ҫук.

Ҫапла. «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пула эпир сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене тӑватпӑр тата юсатпӑр. 2020 ҫулта Хулари ача-пӑча 2-мӗш больницин инфекцин ҫӗнӗ стационарӗ хута кайрӗ. 10 поликлиникӑна ҫӗнетнӗ, Шупашкар хулинче тата Улатӑр районӗнче 2 вертолет площадкине йӗркеленӗ. Ҫакӑ чӑннипех лайӑх пулӑм! Халӗ эпир йывӑр чирлӗ пациентсене регионти центрсене чылай хӑвӑртрах илсе ҫитерме пултаратпӑр.

 

Владимир Путин Президент республикӑри клиника больницин инфекци блокӗллӗ медицинӑн нумай ӗҫ-хӗллӗ ҫӗнӗ комплексне тӑвассипе ҫыхӑннӑ пирӗн пуҫарӑва ырларӗ. Чӑваш Республикин Министрсен кабинечӗн тӗллевӗ – проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитерсе килӗшӳллӗ тӑвасси тата ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ объекта 2021 ҫул вӗҫӗнчен тата 2022 ҫул пуҫламӑшӗнчен кая юлмасӑр тума тытӑнасси.

Асӑннӑ ыйту енӗпе малта пыракан Ростех, Тулашэкономбанк аталану институчӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени Чӑваш Ен халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан ҫак объекта хӑвӑртрах туса хута яма тата чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗпе юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе, ҫавӑн пекех сывлав органӗсен чирӗсемпе чирлӗ ҫынсене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ памалли центрсем туса хума май парать. Ҫакӑ Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав отраслӗн тата чирлӗ ҫынсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса памалли тӗп ҫул-йӗр.

Ҫавӑн пекех пирӗн тумалли ӗҫсен шутӗнче – Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн ҫӗнӗ корпусне тӑвасси, унта производство комплексӗ тата реабилитаци уйрӑмӗ вырнаҫмалла.

Сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкне ҫӗнетесси те кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутне кӗрет: ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсемпе врач подразделенийӗсем тумалла, сывлӑх сыхлавӗн 36 объектне комплекслӑ майпа юсамалла.

Ял тӑрӑхне тимлӗх ытларах уйӑрма тивет, унти сывлӑх сыхлавӗн инфратытӑмӗ, пысӑк хуларисенчипе танлаштарсан, палӑрмаллах кивелсе ҫитнӗ. 2021 ҫулта ку чухнехи компьютер томографийӗпе Улатӑр районӗн – республикӑри чи аякри районӑн – тӗп больницине тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кунта территорисем хушшинчи туллин ӗҫлекен центр йӗркеленмелле.

Кӑҫалах Канаш тата Муркаш районӗсенче ҫӗнӗ пысӑк поликлиникӑсем тумалли проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитермелле.

Асӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлани Чӑваш Енре пурӑнакансене малтанхи медицина пулӑшӑвӗпе те, пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗпе те усӑ курма пултармалли майсемпе тивӗҫтермелле.

 

Тӗрлӗ сӑлтава тата условие пула пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшу парасси – пирӗн ӗҫӗмӗрӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Социаллӑ политика – халӑха сыхласа упрамалли тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшакан витӗмлӗ мелсенчен пӗри.

Пандеми сарӑлса пынӑ вӑхӑтра ҫӗршыв Президенчӗ ҫынсене тата ҫемьесене пулӑшу памалли халиччен пулман майсем ҫинчен калакан йышӑнусем турӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн кӑна Чӑваш Енре пурӑнакансем пенси фондӗнчен 6 миллиард тенке яхӑн пулӑшу илнӗ.

Республика шайӗнче те йышӑнусем турӑмӑр, ҫавна май вӑйра тӑраканнисене сыхласа хӑварма кӑна мар, ҫӗнӗ пуҫарусемпе пулӑшу мерисене пурнӑҫлама май килчӗ:

- Чӑваш Республикин саккунӗпе пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайне чакармалла мар нормӑна ҫирӗплетнӗ;

- социаллӑ тӳлевсене тӳрех виҫӗ ҫулшӑн 9,4 процент чухлӗ индексациленӗ;

- республикӑри амӑшӗн капиталӗн виҫи пысӑкланнӑ;

- пӗрремӗш ача ҫуралсан паракан тӳлеве тата виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ чухне кашни уйӑхра укҫа тӳлевӗ илекен ҫемьесен шучӗ пысӑкланнӑ;

- 16 пине яхӑн ачана шкула хатӗрлеме пуҫласа 5 000 тенкӗ виҫепе тӳлев памалла тунӑ.

Нумай ачаллӑ ҫемьесене, вӗсен шучӗ республикӑра 15 пин ытла, пулӑшасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр.

2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 5 тата ытларах ачаллӑ ҫемьесенчи ачасем валли уйӑхсерен паракан пособисене пысӑклатнӑ виҫепе тӳлеҫҫӗ тата ашшӗ-амӑшӗнчен пӗрне транспорт налукӗ тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.

Вӑйра тӑракан мӗнпур пулӑшу майӗсене ҫулсерен индексацилеме хушатӑп. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗн интересленекен органӗсемпе пӗрле пулӑшу памалли майсем ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗ ҫине мӗнлерех витӗм кӳнине тӑтӑшах асӑрхаса тӑмалла тата вӑхӑтра тӳрлетӳсем кӗртмелле. Пулӑшу памалли мерӑсемпе вӗсене илекен ҫынсемпе ҫемьесене Президент палӑртнӑ тӗллевсенчи тивӗҫтерӳ шайӗнче тивӗҫтермелле.

Сӑмахран, пӗлтӗр эпир пилот регион шучӗпе Раҫҫей Ӗҫлев министерствин социаллӑ контракт мелӗпе усӑ курса чухӑнлӑха чакармалли проектне пурнӑҫлама хутшӑнтӑмӑр. Пурнӑҫ асӑннӑ меслетӗн витӗм­лӗхне тата унӑн малашлӑхӗ пуррине кӑтартса пачӗ. 

5 пин ытла контракт тунӑ, 19 пин ҫын ытла хӑйӗн тупӑшӗн шайне ӳстернӗ. Социаллӑ контрактсем тӑвас ӗҫе кӑҫал та малалла тӑсатпӑр, мӗншӗн тесен унпа ҫӗршывӗпех усӑ кураҫҫӗ.

Тӗллевлӗ индикатор – 2025 ҫул тӗлне республикӑри чухӑнлӑх шайӗн кӑтартӑвӗ (паянхи 17 процент) сахалтан та 14,3 процент таран чакмалла.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки вӑл – сывлӑхшӑн тӑрӑшни те, сиенлӗ йӑласенчен асӑрхаттармалли лайӑх мел те. Массӑллӑ спортпа физкультурӑна аталантарас ӗҫ вара пысӑк ҫитӗнӳсен спорчӗн никӗсне хывать. Ҫавӑнпа та пӗлтӗр спорт инфратытӑмне аталантарас тата унӑн малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗсене пулӑшас тӗлӗшпе пурнӑҫланӑ ӗҫсене малалла тӑсмалла.

Пӗлтӗр Шупашкар хулинче хоккей енӗпе Регион центрне тата Элӗк салинче ишмелли 25 метрлӑ бассейн туса пӗтернӗ.

Шупашкарта пӗрремӗш пӗрлехи шкул стадионне туса лартнӑ, вӑл физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли уҫӑ комплекс евӗр ӗҫлет.

Ҫавӑн пек тата 2 стадиона Патӑрьелпе Ҫӗрпӳ районӗсенче тумалла.

Кӑҫалах республикӑн тӗп хулинче эпир тахҫантанпах кӗтекен тата ҫав ӗҫе пурнӑҫлассишӗн нумай тӑрӑшнӑ  «Атӑл» стадиона юсаса ҫӗнетес ӗҫ пуҫланмалла.

Олимп резервӗн шкулӗ валли 50 метр тӑршшӗ бассейн тумалли проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитермелле, эпир кивӗ ҫурта юрӑхсӑра тухнӑран хупрӑмӑр.

Ҫавӑн пекех 2022 ҫулта тумалли ӗҫсен планӗнче – Ҫӗнӗ хулара тӑррине витнӗ футбол манежӗ тата витнӗ пӑр катокӗ тӑвасси.

Асӑннӑ объектсем Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн спортпа физкультура инфратытӑмӗпе усӑ курмалли майсене палӑрмаллах лайӑхлатаҫҫӗ, шкул спорчӗн лигине аталантарма майсем хываҫҫӗ, ӑна эпир Ирина Роднинапа пӗрле йӗркелетпӗр.

«Кӗмӗл ҫулсенчи» ҫынсем валли тӳлевсӗр спорт занятийӗсем ирттересси ҫинчен калакан йышӑну хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса пачӗ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса аслӑ ҫулсенчи спорт тусӗсен  шучӗ 20 процент чухлӗ ӳсрӗ. Ҫакӑ мӗнпур ӳсӗмри ушкӑнсен хушшинчи ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗн чи пысӑк кӑтартӑвӗ.

Ҫавӑн пекех спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ тата ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ спортсменсене стипендисем парса пулӑшасси ҫинчен калакан йышӑнусене пурнӑҫа кӗртнӗ.

Олимп вӑййисен чемпионӗсем тата призерӗсем пулса тӑнӑ пӗрлештернӗ Олимп командин членӗсене хавхалантармалли майсене, вӗсене тахҫантанпах ҫӗнетмен, ҫӗнӗрен пӑхса тухма хушатӑп.

 

Ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен!

Пӗлӳ хуть хӑш саманара та ӑнӑҫулӑх никӗсӗ пулса тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл ҫынна пурнӑҫри улшӑнусене шута илсе ӑнӑҫуллӑ тата ҫаврӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшать. Вӗренӳ тытӑмӗ кашни ачана аталантарма, асӑннӑ сфера ӗҫченӗсен ӑсталӑхне ӳстерме, пурнӑҫӑн мӗнпур енне наукӑпа ҫыхӑнтарса йӗркелеме пулӑшакан майсемпе тивӗҫтермелле. Ҫавна тӑвас тесен пӗтӗм вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелле: унӑн пурлӑх пайне те, ӑс-пурлӑх тытӑмне те. Тӗллев – вӗренӳ ӗҫӗн юрӑхлӑхне, пахалӑхне тата тухӑҫлӑхне ӳстересси. Тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант – ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парасси тата патриотизма ӑса хывтарасси.

Кашни ачан талантне уҫса парасси – вӗренӳ тытӑмӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. «Эткер» центр тивӗҫӗ – ачасен кӑсӑкланӑвне тупса палӑртасси тата вӗсен пултарулӑхне туллин уҫса парасси. 

Пӗрремӗш ҫитӗнӳсем те пур – 5-мӗш гимназин 11-мӗш класӗнче вӗренекен Анна Гущина Раççейӗн пӗрлештернӗ командине экономика енӗпе пуҫласа кӗме тивӗҫнӗ тата олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх бронза призерӗ пулса тӑнӑ. Ҫак ҫитӗнӗве тума пулӑшнӑ педагогсене тав тӑватӑп. Аннӑпа, паллах, эпир пурте мухтанатпӑр.

2021 çулта ял çӗрӗнче тата пӗчӗк хуласенче вырнаçнӑ шкулсенче шкул ачисене çут çанталӑк пӗлӗвӗсемпе наука тата технологи ҫул-йӗрлӗ программӑсене вӗрентме «Ӳсӗм вырӑнӗн» 61 центрне уçма палӑртнӑ. «Ҫамрӑк профессионалсем» регион проекчӗн пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗ 2021 çулта Ҫӗнӗ Шупашкарта професси енӗпе маларах вӗрентсе хатӗрлекен центр туса хуни пулса тӑмалла.

Хальхи вӗренӳ стандарчӗсем, паллах, хальхи вӑхӑтри условисем йӗркелеме ыйтаҫҫӗ.

Шкулчченхи вӗренӳ ӗҫӗнче çитес виçӗ çулта 3 çулчченхи пӗтӗм пепкене ача сачӗсенче вырӑнпа тивӗçтерес тӗллев тӑрать.

Пӗлтӗр 1380 вырӑнлӑ 7 çӗнӗ ача сачӗ уçрӑмӑр. Кӑҫал 1760 вырӑнлӑ тата тепӗр 9 ача сачӗ уçма палӑртнӑ.

2020 çулта Шупашкар хулин «Ҫӗнӗ хула» микрорайонӗнче ФАОри чи пысӑк 1600 вырӑнлӑ шкул, ҫавӑн пекех Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче 205 вырӑнлӑ тепӗр шкул хута кайнӑ. 

Кӑҫал Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче 108 вырӑнлӑ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула тата Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртанри 1-мӗш вӑтам шкул ҫурчӗ ҫумне тӗксе тӑвакан 120 вырӑнлӑ ҫурта хута яма палӑртнӑ.

Тепӗр ҫул Шупашкар хулин «Садовӑй» микрорайонӗнче 1650 вырӑнлӑ шкул тӑвассине вӗҫлеме палӑртнӑ.

Ҫакна палӑртса хӑварас тетӗп: тӳрех 5 çӗнӗ шкул тума ты­тӑнма хатӗрленсе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Вӗсене Шупашкарти «Университет» микрорайонӗнче (1500 вырӑн), «Лента» микрорайонта (1100 вырӑн), «Радужнӑй» микрорайонта (850 вырӑн), Кӳкеҫ поселокӗнче (825 вырӑн) тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче (1216 вырӑн) хута яма палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн тӗллевӗ – асӑннӑ шкулсене кӑҫалах туса пӗтерессине тивӗҫтересси. Ҫакна тума майсем пур.

Халь ӗçлекен вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсассине тата çӗнетессине те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тесе шутлатӑп. Паянхи кун тӗлне вӗсенчен 250-шӗн кивелсе ҫитнин кӑтартӑвӗ 50 ытла процентпа танлашать. Ку объектсене тӗпрен юсас ӗҫе ҫитес 5 ҫулта вӗçлеме хушатӑп.

Пуçламӑш классенче вӗренекен мӗнпур ачана тӳлевсӗр апатпа тивӗҫтермелли программа, ӑна пӗлтӗр пурнӑҫлама тытӑннӑ, апатланӑва йӗркелекен тытӑм ӗҫӗнче татса паман чылай ыйтӑва  уҫӑмлатрӗ. Шкулсенче ачасене ҫитерекен апат пахалӑхне ӳстерес тата вӑл мӗнпур ӳсӗмри ачасемшӗн юрӑхлӑ пулассине тивӗҫтерес енӗпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Ҫавна май «ҫавра сӗтелсем» те, мастер-классем те йӗркеленӗ. Чи кирли – ҫак ӗҫре Шупашкарти малта пыракан шкулсем муниципалитет шкулӗсене куратор пулса пулӑшни.

Шкулсенче вӗри апат ҫитерессине йӗркелес енӗпе тытӑмлӑн пурнӑҫлакан ӗҫе малалла тӑсма хушатӑп. Тата, паллах ӗнтӗ, кашни ачан тутлӑ тата йӳнӗ хакпа апатланма майсем пулмалла. 

2021 çула эпир тӑван чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ уçӑмлӑ программӑпа кӗтӗмӗр, унӑн тӗллевӗ – тӑван чӑваш чӗлхин сумне çӗклесси, общество пурнӑçӗнче унпа хастарлӑн усӑ курма майсем туса парасси.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин чӑваш чӗлхипе тата литературипе çӗнӗ, хальхи вӑхӑтри учебник туса хатӗрлемелле, ӑна республикӑри мӗнпур вӗренӳ учрежденине тата библиотекӑна кӗске вӑхӑтра çитермелле.

Иртнӗ çулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче эпир Чӑваш тӗррин кунне пуçласа савӑнӑçлӑн уявларӑмӑр. Чӑваш Ен Культура тата Экономика аталанӑвӗн министерствисен умӗнче çакӑн пек тӗллев тӑрать: 2021 çулта чӑваш тӗррине республика бренчӗ пек сарас тата наци тӗррин шкулне чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлемелле. Тен, чӗртсе тӑратассипе мар, аталантарас енӗпе. Мӗншӗн тесен тӗрӗ пирӗн пурнӑҫра анлӑ са­рӑлнӑ, эпир унпа мухтанатпӑр.

Чӑваш автономи облаçӗ 100 çул тултарнине уявлама хатӗрленнӗ тапхӑрта культура объекчӗсене тӑвас тата юсас енӗпе пысӑк ӗç туса ирттертӗмӗр. Ҫӗнӗ 3 ял клубӗ тунӑ, 270 яхӑн культура учрежденине юсанӑ, культура еткерӗн 8 объектне юсаса çӗнетнӗ. 2021 çулта Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса çӗнетессине вӗçлемелле тата ӑна ӗҫе кӗртмелле. Эпир паян сирӗнпе пухӑннӑ театра та – Оперӑпа балет театрне – халӑх шухӑшне шута илсе юсаса çӗнетес ӗҫе пуçӑнма тӗллев лартатӑп.

Чӑваш Ен Культура министерствине Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн 2025 çулчченхи аталану стратегине туса хатӗрлеме хушатӑп.

Паян эпир культура учрежденийӗсене хастарлӑн юсатпӑр, çӗнететпӗр тата ял ҫӗрӗнче çӗнӗ клубсем тӑватпӑр. Анчах та юсанӑ культура çурчӗсенче ӗçлес текенсем çукки те тӗл пулать. Асӑннӑ культура учрежденийӗсен ӗҫ графикӗ те ыйтусем ҫуратать.

Ҫав ыйтусене муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пурӑнакансем мана хӑйсемпе тӗл пулнӑ чухне час-часах параҫҫӗ.

Чӑваш Ен Культура министерствине культура учрежденийӗсен ӗҫ-хӗлӗпе ӗҫ йӗркин пӗрлехи стандарчӗсене туса хатӗрлеме хушатӑп, ҫав шутра вӗсене кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтусем енӗпе те.

Республикӑри культура сферинчи вӗренӳ учрежденийӗсен, чӑн малтанах Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗн ӗҫне ҫав тӗллевсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑнтармалла.

 

Хисеплӗ ӗçтешсем!

Маларах каланисене пурнӑҫа кӗртме вӑйлӑ, конкурентлӑ экономика кирлӗ. Пӗлтӗр эпир республикӑн комплекслӑ аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх программине сӳтсе явнӑ тата унӑн никӗсӗ ҫинче Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулччен стратегине туса хатӗрленӗ вӑхӑтра пур пек майсене тӗплӗн тишкертӗмӗр. Малашлӑх ҫул-йӗрлӗ тӗрлӗ варианта пӑхса тухрӑмӑр.

Предпринимательлӗх пуҫарӑвне аталантарма лайӑх майсем туса пани пӗтӗмӗшле никӗсри услови пулса тӑрать.

Экономика ӗҫ-хӗлӗн уйрӑм условисемлӗ зонисене туса хурасси – витӗмлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри. Ку енӗпе пирӗн лайӑх ӗҫ опычӗ те пур.

Ҫапла, «Канаш» социаллӑ пурнӑçпа экономика мала иртсе аталанакан территорире паянхи куна 3 резидент ӗçлет, 120 ытла çӗнӗ ӗç вырӑнӗ йӗркеленӗ. Шупашкар хулин индустри паркӗн 1 черетпе хута ямалли территорийӗнче 5 предприяти ӗçлет. Кӑçал унта тата тепӗр 2 производство уçӑлать. Ҫӑмӑллӑхлӑ зонӑсен вӑй-хӑвачӗ чылай пысӑкрах пулни куҫ кӗрет. Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине «Канаш» ТОСЭР территорийӗнче ӗç-хӗлӗн ирӗк панӑ тӗсӗсен шутне ӳстермелли ҫинчен калакан заявкӑна пӗрремӗш çур çул вӗçлениччен Раççей Экономика аталанӑвӗн министерствине хатӗрлесе яма хушатӑп. Ҫак ыйтӑва татса пани пире тепӗр 14 ҫӗнӗ резидента, 7 ытла миллиард тенкӗлӗх инвестици явӑçтарма, 1,5 пин çӗнӗ ӗç вырӑнӗ йӗркелеме май парать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Уйрӑм аталану программине пурнӑҫланӑ шайра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи виҫӗ тата патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн мелӗпе пилӗк технопарк тума палӑртӑ. Унсӑр пуҫне эпир Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ТОСЭР йӗркелеме палӑртнӑччӗ. Федераци Правительствинчи ӗҫтешсемпе ку тӗлӗшпе калаҫса та килӗшнӗччӗ. Анчах та Раҫҫей Федерацийӗнче ҫӗнӗ ТОСЭРсем тӑвас ӗҫе чарса лартас енӗпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусене пула пире Ҫӗнӗ Шупашкар хулин террито-рийӗнче, вӑл та ҫӑмӑллӑхлӑ зонӑсен шутне кӗрет, йӗркелеме сӗнчӗҫ.

Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерствине документсен кирлӗ пакетне кӗске вӑхӑтра туса хатӗрлемелле тата вӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Правительствине пӑхса тухма ярса пама хушатӑп.

Пирӗн кӗске вӑхӑтра ҫакна татса памалла: е эпир Ҫӗнӗ Шупашкарта ТОСЭР тӑвас ӗҫе вӗҫне ҫитеретпӗр е уйрӑм экономика зонине тӑвас ҫула суйласа илетпӗр. Республикӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстермелли ытти ыйтӑва та татса памалла. Пӗлтӗр эпир инвестици тунӑшӑн налука чакармалли мелпе усӑ курмалли майсене анлӑ­латрӑмӑр, республика территорийӗнче вӑрах вӑхӑтлӑх инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне уйӑрса паракан чи пысӑк ҫӑмӑллӑхсене пӑхса хӑвартӑмӑр.

Кӑҫал аталанӑва укçа-тенкӗ хывнӑ чухне хӳтӗлессине тата пу­лӑшу парассине шута илекен саккуна пурнӑҫланӑ шайра инвестици ӗҫ-хӗлне пулӑшу памалли майсене ӗҫе кӗртме тӗллев лартатӑп.

Вак тата вӑтам бизнесӑн пӗлтерӗшне икӗ цифра уҫӑмлатать: ку вӑл Чӑваш Енри ҫак сегментра ӗçлекен халӑхӑн пӗрре виççӗмӗш пайӗ тата республика бюджетне кӗрекен налуксен калӑпӑшӗн 30 ытла проценчӗ. Предприниматель хастарлӑхне пулӑшса пыни тата ӑна аталанма майсем туса пани – Чӑваш Ен экономикине кал-кал аталантармалли  тата ӑна диверсификацилемелли тӗп никӗс. Иртнӗ çул гаранти тата микрофинанс организацийӗсене самаях пысӑк нухрат – 1,2 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Микрозайм тата поручительлӗх йӗркипе паракан укçа-тенкӗ пулӑшӑвӗпе пӗтӗмпе вак тата вӑтам предприни­мательлӗхӗн 450 субъекчӗ 1,8 миллиард тенкӗлӗх усӑ курнӑ.

Тӗллев лартатӑп:

 - бизнеса çӑмӑллӑн пуçласа меллӗ тытса пырас, хӑйсем тӗллӗн ӗçлекен граждансен ӗç-хӗлне пурнӑçлама лайӑх майсем туса парас ӗçе йӗркелемелле;

- республикӑри инвестици аталанӑвӗн пӗрлехи агентстви пек палӑртакан бизнеса пулӑшу паракан пӗрлехи институт туса хурас ӗçе вӗçлемелле.

Ҫак ӗҫ пулӑшу паракан тата аталантаракан мӗнпур институт ӗҫ-хӗлне тачӑ ҫыхӑнтарса тӑмалла. Унӑн тӗллевӗ бизнесӑн кашни шухӑшне ӗçе кӗртесси, унӑн малашлӑхне тишкересси, ӑна пурнӑçа кӗртнӗ чухне кашни тапхӑртах кирлӗ пулӑшупа тивӗçтересси пулмалла.

Ӗçтешсем, инвестици лаптӑкӗсен тӗп пайӗ (ҫакна шӑп çапларах йышӑнма сӗнетӗп) – 2 пин те 400 ытла предприяти – промышленноç комплексӗ пулса тӑнине манма юрамасть. Ку вӑл тиесе ӑсатнӑ таваршӑн илнӗ 240 миллиард ытла тенкӗ, 75 пин ытла ӗç вырӑнӗ. Иртнӗ çул пандемие пула чылай предприяти йывӑрлӑх тӳсрӗ. Ҫавна пула ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх промышленноç производствин индексӗ кӑштах чакрӗ. Ҫапла, Раççейри вӑтам кӑтартуран чылай пӗчӗкрех шайра ҫакӑ, анчах лӑпланса лармалли сӑлтав мар ку. Пирӗн умра татах та пысӑк хӑ-вӑртлӑхпа аталанас тӗллев тӑрать.

Лару-тӑрӑва тӗпрен улӑштарма пултаракан темиçе çул-йӗр куратӑп. Вӗсенчен пӗрне эпир пурте лайӑх пӗлетпӗр – экономикӑн тӗрлӗ секторӗнчи организацисен конкуренци пултарулăхне ӳстермелли тухӑçлӑ мел шутланакан кла-стерсем йӗркелени. Ҫавнашкал пӗр тӗслӗхе эсир пурте лайӑх пӗлетӗр – паян пирӗн электротехника кластерӗн предприятийӗсем федераци тата тӗнче пӗлтерӗшлӗ пысӑк инфратытӑм проекчӗсене таварпа тивӗçтерес ӗçре малти вырӑнта тӑраççӗ.

Ҫавнашкал майпах апат-çимӗç оборудованийӗ туса кӑларакансен, алӑк тӑвакансен, КХК тирпейлекенсен, ял хуçалӑх продукцийӗсене тирпейлекен уйрӑм енӗсен, трактор тӑвакансен, çӑмӑл промышленноç, туризм кластерӗсем йӗркеленме пултараççӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче эпӗ алӑк тата сӗтелпукан фасачӗсем туса кӑларакан предприятисен представителӗсемпе тӗл пултӑм. Ҫак предприятисен пӗтӗмӗшле производство калӑпӑшӗ Раççей рынокӗн 10 процентӗнчен кая мар шайпа танлашать. Ҫав хушӑрах вӗсем хальлӗхе уйрӑмшарӑн ӗçлеççӗ. Кашни хӑй тӗллӗн. Кластерсене пӗрлешни вара тата та хӑвӑртрах аталанма, федераци бюджетӗнчен пулӑшу илме май панӑ пулӗччӗ.

Предприятисен ӗçне ку енӗпе йӗркелесе пыраканӗ Кластер аталанӑвӗн центрӗ пулма пултарать. Ҫак шухӑша кӑçал пӗрремӗш çур çулра «Манӑн бизнес» центр никӗсӗ çинче пурнӑçа кӗртме хушатӑп.

Экспорт тӗллевлӗ продукцисем туса кӑларасси тата вӗсене чикӗ леш енчи рынока ӑсатасси – пирӗн кашни кунхи ӗçӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Продукцисем тулаш рынокра кирлӗ пулни вӗсем ыттисенчен конкурентлӑрах пулнине кӑтартать.

Тӗслӗхрен, ял хуçалӑх продукцийӗн экспорчӗ ӳссе пыни савӑнтарать: малтанхи çулпа танлаштарсан пӗрре виççемӗш пай чухлӗ. Халӗ ку кӑтарту АПШ 36 миллион долларӗпе танлашать. Унӑн географийӗ – тӗнчери 37 çӗршыв.

Республика агропромышленноç комплексӗ, çӗршыври тата ФАОри вӑтам кӑтартусенчен малта пырса, производство калӑпӑшне çулсерен ӳстерет. 2020 çулта ял хуçӑлӑхӗнчи производство калӑпӑшӗн ӳсӗмӗ 105 процентпа танлашнӑ.

Паянхи тӗллев пирӗн кашни гектар тухӑçлӑхне ӳстересси, унран пысӑк тухӑç тата тупӑш илессине тивӗçтересси пулса тӑрать. Ҫак çул-йӗре аталантарма пире çӗр лаптӑкӗ пысӑках марри хистет. Хӑш-пӗр организаци кашни гектартан 10–11 пин тенкӗлӗх ял хуçалӑх продукцийӗ туса илет, çав вӑхӑтрах 400 пин таран тупӑш илнӗ тӗслӗх те пур. Малалла аталанса пымалли вӑй-хӑват пурри те куҫ кӗрет.

Тӗллевсене пурнӑçламалли çул-йӗрсенчен пӗри – тарӑннӑн тирпейлессин калӑпӑшне ӳстересси. Эпир, иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, сӗтӗн пӗрре виççӗмӗш пайне, ашӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне чӗр тавар евӗр сутатпӑр, пахча çимӗçе уйсенчен скупщиксене йӳнӗ хакпа парса яратпӑр. Ҫав хушӑрах республикӑра паха опыт йӗрке­ленет, продукцие туса илнинчен пуçласа ӑна тарӑннӑн тирпейлесе кӑларакан производство сыпӑкӗсем йӗркеллӗн ӗҫлекен тӗслӗхсем те пур. Кӑҫалтан тытӑнса эпир ҫӗнӗ пулӑшу мелне ӗҫе кӗртрӗмӗр. Ӑна пурнӑҫлама 120 миллион тенкӗ пӑхса хӑвартӑмӑр. Ку вӑл ял хуҫалӑх продукцине тарӑннӑн тирпейлемелли оборудовани туяннипе пулнӑ тӑкаксен 30 процентне субсидилесси.

Ҫав хушӑрах ҫакна палӑртмалла: республикӑри агропромышленность производствин пӗтӗм сферине патшалӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Сӑмахран, пӗлтӗр ял хуҫалӑх техникине туяннипе пулакан тӑкаксен пӗр пайне саплаштармалли виҫене ӳстернӗ, эмбрион центрӗсем тунипе тата ҫӗнетнипе, тырра хатӗрлесе ҫитермелли хӑватсем тунипе, комбикорм предприятийӗсем, цехсем тунипе тата вӗсем валли оборудовани туяннипе, сӗт паракан пысӑках мар выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем тунипе пулакан чӑн тӑкаксен пӗр пайне саплаштармалли мел вӑя кӗнӗ. Кӑҫал ҫӑнӑх авӑртакансене тата ҫӑкӑр пӗҫерекенсене федераци пулӑшӑвӗ памалли икӗ ҫӗнӗ мел хута каять. Вӗсен нормативлӑ никӗсне туса ҫитернӗ ӗнтӗ. Кунта ҫакна палӑртса хӑварас тетӗп, эпир пӗлтӗрех асӑннӑ рынокри лару-тӑру ҫивӗчленнине туйса ҫакӑр-булка продукцийӗн хакне ӳсме парас мар тесе ҫак отрасле пулӑшу кӳтӗмӗр.

Хӑйне евӗрлӗ продукци тӗсӗсем ҫинчен те манмалла мар. Чӑваш Ен Раççейре хӑмла туса илекен тӗп регион шутланать. Ҫавна май ӑслӑлӑх никӗсӗ, хӑмла сорчӗсем пур, хӑмла туса илмелли техникӑна хамӑр çӗршывра туса кӑлармалли тӗллевсен уйрӑм пайне татса панӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗн мелӗсене ҫирӗплетнӗ. Хӑмла туса илессине ял хуҫалӑх производствине аталантармалли тӗп ҫул-йӗр пек йышӑнма хатӗр районсене ҫулталӑк вӗҫӗччен палӑртса çитермелле.

Тата тепӗр тӗллев – çӗр улми ӳстерекен регион ятне тавӑрасси. Управсем, тирпейлекен цехсем туни ҫак культурӑна аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫать. Республикӑна ҫӗр улми ӳстерекен регионӑн ҫухатнӑ позицийӗсене тавӑрма пулӑшакан условисем йӗркеленнӗ. Ҫак ҫул-йӗре пурнӑçламалли курӑмлӑ «çул карттине» туса хатӗрлеме тата ӑна республикӑн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ аталанӑвӗн планне кӗртме хушатӑп.

 

Хисеплӗ ӗçтешсем!  

Паллӑ ӗнтӗ, пӗтӗм ыйтӑвах кадрсем татса параççӗ.

Кирек хӑш саманара та, кирек хӑш территорире те этем ӑнӑçулӑхӑн тӗп сыпӑкӗ пулса тӑрать. Ку е вӑл ӗçе пахалӑхлӑ, пуринчен те лайӑх тума пултаракан ҫынсем – палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑçланассин шанчӑклӑ никӗсӗ.

Социаллӑ сферӑпа экономикӑна пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗçтересси – ведомствӑсем хушшинчи ыйту кӑна мар, бизнесӑн, патшалӑхӑн тата ӑслӑлӑхӑн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗ пулни те куҫ кӗрет. Шкулчченхи вӗренӳ ӗҫӗнчен пуçласа аслӑ пӗлӳ илесси таранах стандартсемпе витерни. Кадрсене хатӗрлессине çеç мар, çӗнӗрен вӗ­рентсе хатӗрлес ӗҫе те. Ҫав тытӑм пулса иртекен улшӑнусене шута илме пултартӑр.

Ӗçсӗр граждансен регистрациленӗ шучӗ пӗлтӗрхи хӑйӗн чи пысӑк шайне çитнӗ вӑхӑтра çул пуçламӑшӗнчипе танлаштарсан 7 хут ӳснӗ. Пирӗн кӑçалхи тӗллев – ӗçпе тивӗçтернӗ çынсен шутне унчченхи шая тавӑрасси.

Кадр ыйтӑвне регионӑн тӗллевлӗ заказӗпе усӑ курса татса пама пулать. Республикӑри вузсемпе ссузсенчен паян кашни çул пӗтӗмӗшле 14 пинрен кая мар студент вӗренсе тухать пулин те, вӗренӳпе медицинӑра та, производствӑпа ял хуçалӑхӗнче те, культурӑра та, патшалӑха тытса пырас ӗҫре те кадрсем çитменнине куратпӑр. Ыйту сиксе тухать: ӗçтешсем, кадрсене кам валли тата мӗн тӗллевпе хатӗрлетпӗр эпир?

Ҫак ыйтӑва тишкерни питех те пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп тата ҫапла тума хушатӑп:

- 2025 çулччен тата 2030 çулчченхи малашлӑхра професси кадрӗсем мӗн чухлӗ кирлӗ пулассине уҫӑмлӑн палӑртакан план туса хатӗрлеме;

- професси пӗлӗвӗ паракан организацисен вӗренӳ программисене çав планпа килӗшӳллӗн çӗнетме;

- республикӑри шкулсенче ӗҫ рынокӗнчи малашлӑхлӑ ҫул-йӗрсемпе профильлӗ классем уçас ӗçе туса ирттерме;

- экономикӑра, социаллӑ сферӑра кирлӗ специальноҫсемпе тӗллевлӗ вӗрентме йышӑнмалли план хатӗрлеме.

Професси кадрӗсене хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва ҫирӗппӗн тӗрӗслесе тӑма тата республикӑри предприятисемпе организацисене кадрсемпе тивӗçтерес ӗҫре пулса иртекен улшӑнусене вӑхӑтра асӑрхаса тӑма май паракан уçӑмлӑ тата ӑнланмалла документ ҫулталӑк варри тӗлне хатӗр пулмалла тесе шутлатӑп.

Татса памалли тепӗр витерекен тема вӑл – пирӗн пурнӑçри мӗнпур ӗç-хӗле цифрӑласси.

Пирӗн умра экономикӑн тӗп отраслӗсене тата социаллӑ сферӑна цифра мелӗ ҫине куҫарас тӗллев тӑрать. Аса илтеретӗп: Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин 2030 ҫулчченхи наци ата­ланӑвӗн тӗллевне ҫавнашкал палӑртнӑ. Ҫавна шута илсе Чӑваш Республикине 2021–2023 ҫулсенче цифра мелӗпе тытса пырасси ҫине куҫармалли стратегине туса хатӗрлемелле; ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен экономика отраслӗсемпе социаллӑ сферӑна, ҫав шута сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӗве, ҫавӑн пекех патшалӑх управленине кӗртсе, цифра мелӗпе тытса пырасси ҫине куҫассине йӗркелесе тӑрас ӗҫе тӑтӑшах туса пырассине тивӗҫтермелле.

Ҫитес виçӗ çул хушшинчи тӗп тӗллев – патшалӑх тата муниципалитет паракан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ пулӑшу ӗҫӗсен реформине туса ирттересси. Чӑн малтанах вӗсене электронлӑ мел çине куçарасси. Пирӗн тӗллев – регионта пурӑнакансем нумай функциллӗ центрсен хуть хӑш филиалӗнче те, вӑл ӑçта вырнаçнине тата пулӑшу ыйтаканӑн пропискине пӑхмасӑр, патшалӑх кӳрекен пӗтӗм пулӑшӑва илме пултармалла тӑвасси. Ҫакна тивӗҫтерме эпир мӗнпур нумай ӗҫ-хӗллӗ центрсене централизацилес ӗҫе пуҫларӑмӑр, маларах асӑннӑ майсем ҫапла вара ҫулталӑк варринелле йӗркеленме пултарӗҫ.

Ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем умне çакӑн пек тӗллев лартатӑп: граждансем тӑратакан документсен шутне чи пӗчӗк шая çити чакармалла. Ку тытӑм ҫине куçасси майӗпен пулса пырӗ, çулсерен – патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗн 2-рен кая мар тӗсӗ.

2022 çул тӗлне патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗн 25 процентран кая мар шайне дистанци мелӗ ҫине куçарма хушатӑп.

Кӑҫал граждансене пурнӑçри ку е ытти лару-тӑрура социаллӑ хӳтлӗх илме право пурри çинчен автоматизаци мелӗпе пӗлтерсе тӑмалли технологие туллин пурнӑçа кӗртмелле.

Цифра мелӗ çине куçнӑ чухне республикӑн хӑрушлӑхсӑр тытӑмне йӗркелемелле. Ҫак тытӑм пире лайӑх майсем туса панипе пӗрлех хӑрушлӑх та кӑларса тӑратма пултарать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче эпир «Хӑрушлӑхсӑр хула» тытӑмӑн аппаратпа программа хатӗрӗсен комплексне çирӗплетсе лайӑхлатрӑмӑр. Пирӗн тӗллев – хӑрушсӑрлӑха республикӑн пур кӗтесӗнче те ӳстересси.

Регионӑн хӑйӗн информаципе телекоммуникаци инфратытӑмне йӗркелемелле тата даннӑйсемпе ӗçлемелли пӗрлехи меслет хатӗрлесе ҫитермелле. Унсӑр патшалӑх ӗç-хӗлне тухӑçлӑ пурнӑçлама май çук.

Электронлӑ правительствӑн инфратытӑмне туса хурассине тата аталантарассине, информаци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине тата даннӑйсене тытса пырассине республикӑра пӗрлехи майсемпе тивӗҫтерме хушатӑп.

Маларах асӑннӑ пулӑшу ӗçӗсен тӗсӗсене аталантарнӑ май, вӗсемпе пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетсӑр усӑ курма çуккине те асра тытмалла. Шел пулин те, Чӑваш Республикинче хальлӗхе пахалӑхлӑ интернет тата карас çыхӑнӑвӗ çук вырӑнсем те нумай-ха.

Пирӗн çынсене Интернет вӗсем патне хӑçан çитессине тата ҫавна май унпа ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗçӗсемпе  хӑҫан усӑ курма май пулассине уçӑмлӑн каламалла. Пирӗн ҫак тӗллеве çитес 2 çулта пурнӑҫламалла, республикӑри мӗнпур ҫынна ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр интернетпа тата карас çыхӑнӑвӗпе тивӗçтермелле.

 

Хисеплӗ ӗçтешсем!

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин хушнипе Чӑваш Енре кӑна мар, ҫӗршывӗпех Регион управленийӗн центрӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ проблемӑна тишкереҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусенчен пӗри, ҫакна ӑнланма та пулать, транспорт инфратытӗ. Кӑçал ӑна аталантармалли тӗп çул-йӗрсем пассажирсене турттарас сферӑри çивӗч ыйтусене татса пани, çулсен пахалӑхӗпе хӑрушлӑхсӑрне ӳстерни, çавӑн пекех пассажирсене регионсем тата çӗршывсем хушшинче турттарас ӗçе аталантарни пулса тӑраҫҫӗ.

 

Пирӗн ҫапла тумалла:

- кӑҫал пурнӑçланма тытӑнакан федерацин «Хула агломерацийӗсенчи пассажир транспортне çӗнетесси» проектне республика хутшӑнассине тивӗçтермелле;

- муниципалитетсем хушшинче çӳрекен обществӑлла транспортӑн маршрут сетьне республикӑри районсенче пурӑнакансен шухӑшне шута илсе йӗркелес ӗҫе вӗçлемелле;

- Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче халӑха турттарас ӗç проблемине татса памалла. Халӑхра каланӑ пек, ыйтӑвӗ ку «вӗрен пек тӑсӑлаканскер». Ӑна татса парас ӗҫре хальхи майсене шута илмелле.  Урӑхла каласан, ҫителӗклӗ транспорт хатӗрне явӑҫтарасси енчен те, тӳлев системи тӗлӗшӗнчен те. Ҫын А пунктран Б пункта ҫӳревшӗн пӗр хутчен тӳлесех, пӗр транспортран теприн ҫине миҫе хутчен куçса ларнине пӑхмасӑр, ҫитме пултармалла.

Автомобиль çулӗсене нормативлӑ шая ҫитермелли тӗллеве пурнӑçлассине эпир малалла тӑсатпӑр. Шупашкарта Граждански урама юсаса çӗнетес ӗç пуçланать – унти ҫул республика тӗп хулинчи çулсенчен чи проблемӑллисенчен пӗри. Транспортӑн виҫҫӗмӗш ҫурма ункине проектлас ӗҫе 2021 çулта вӗçлеме тӗллев лартнӑ.

Эсир пӗлетӗр, ку ҫул-йӗре паян Президент ырланӑ, ӑна ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртме пирӗн майсем пур. Регион сетӗнчи автоçулсен хытӑ сийлӗ çулсӑр сыпӑкӗсене пӗтересси те пӗлтерӗшлӗ тӗл­левсен шутӗнче. Ку ыйтӑва ытларах чухне муниципалитет пӗрлӗхӗсен чиккисенче пурӑнакансем хускатаҫҫӗ. Ҫак ӗçе çитес виçӗ çулта вӗçлеме хушатӑп. Кӑçал эпир Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсем хушшинчи çула туса пӗтеретпӗр. Ҫитес çул Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем хушшинчи хытӑ сийлӗ çулсӑр сыпӑка пӗтерме палӑр­татпӑр. Маларах каланӑ пекех, пирӗн ҫак ӗҫсене палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлассине йӗркелемелле. Ҫакӑ асӑннӑ муниципалитет пӗрлӗхӗсем хушшинче ҫынсене хутшӑнма лайӑх майсем йӗркеленисӗр пуҫне тепӗр пӗлтерӗшлӗ тӗллеве пурнӑҫлама та пулӑшать. Республикӑра медицина пулӑшӑвӗ памалли виҫӗ шайлӑ тытӑм аталаннине кура сывлӑх сыхлавӗн территорисем хушшинчи учрежденийӗсем йӗркеленеҫҫӗ, апла пулсан лайӑх ҫулсем пулни вӗсемпе туллин усӑ курма тата унта чирлӗ ҫынсене вӑхӑтра илсе ҫитерме май парать.

Ялан асӑнакан тепӗр объект – Етӗрне хули тавра иртекен автоçул строительстви. Ҫак объектра ӑна чарса лартичченхи тапхӑрта пурнӑçланӑ ӗçсен калӑпӑшӗ 700 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Автоçула ӗçе кӗртни Етӗрне хулипе иртекен транспорт юхӑмне чакарма тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен Транспорт министерствин проекта тӳрлетӳсем кӗртессине вӗçлемелле тата Раççей Транспорт министерствипе пӗрле федераци бюджетӗнчен укçа-тенкӗ уйӑрассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе туса ирттермелле. Кун пек майсем пирӗн те пур. Малтанхи ӗҫсене, ӗҫтешсем, пурнӑҫланӑ. Ҫавна май Чӑваш Ен Транспорт министерствине ку енӗпе ҫине тӑрарах ӗҫлеме хушатӑп.

Ҫавӑн пекех кӑçалхи тӗллевсен шутӗнче – регионсем хушшинчи авиатурттару географине сарасси, аэропорта юсаса çӗнетме тытӑнасси, троллейбус паркне çӗнетесси тата юхан шыв транспортне аталантарасси.

 

Хисеплӗ ӗçтешсем!

Экологири кӑҫалхи тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри – каяшсене тыт­каламалли территори схемине туса пӗтересси. (Ҫакӑ ӗҫе вӗҫлессипе мар, паняхи кун тӗлне усӑ куракан схемӑна тӳрлетӳсем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ахӑртнех). Ӑна ҫӳп-ҫап турттармалли ҫӗнетнӗ логистикӑна, ҫут ҫанталӑка сыхлас енӗпе йышӑннӑ саккунсен требованийӗсене, хальхи ҫӳп-ҫап вырӑнӗсем тулса ҫитнине шута илсе хатӗрлесе ҫитермелле.

Пӗлтӗр Елчӗк тата Элӗк салисенчи коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене йӗркене кӗртмелли ӗҫсене вӗҫленӗ. Кӑҫалхи тӗллев – Канаш хулинчи коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртесси, Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсен ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене хупасси. Эппин, вӗсене каярахпа йӗркене кӗртмелли проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлемелле.

Ҫав хушӑрах, ӗҫтешсем, чи малтан администраци пуҫлӑхӗсене тата Ҫут ҫанталӑк министерствине чӗнсе калатӑп: ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене йӗркеленме памалла мар. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк министерствипе вӑрман хуçалӑхӗн муниципалитетӑн влаç органӗсемпе çеç мар, обществӑлла пӗрлешӳсемпе тата экологи ӗçӗнчи уйрӑм активистсемпе çыхӑнса ӗçлемелле.

Ҫӳп-çапа уйӑрса пухас тата коммуналлӑ хытӑ каяшсене тирпейленин тӳпине ӳстерес ӗҫсене, каяшсене тирпейлессин тата ӗҫе кӗртессин хупӑ циклне йӗркелессине тивӗçтерес енӗпе хастар ӗçлесси те тӗп вырӑнта тӑрать.

Ӗҫтешсем, паллӑ ӗнтӗ, ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ӳстересси стратегилле тӗллев пулса тӑрать. Раҫҫей аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи наци тӗллевӗсене пурнӑҫланӑ шайра Владимир Владимирович Путин ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ – пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне Раҫҫейӗпе ҫулталӑкра пӗр ҫын пуҫне 0,83 тӑваткал метртан кая мар тивӗҫтересси. Пӗлтӗр Чӑваш Енре ку кӑтарту пӗр ҫын пуҫне 0,48 тӑваткал метр лаптӑкпа танлашнӑ.

Президент палӑртна тӗллевсене пурнӑҫлама пирӗн мӗнпур кирлӗ ресурс пур. Ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ӳстернипе халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ тӳрремӗнех çыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне, строительство ӗҫӗ – экономикӑна аталантармалли хӑватлӑ драйверсенчен пӗри.

Паян Чӑваш Енре пӗр ҫын пуҫне 28 тӑваткал метр тивӗçет. Ҫакӑ, ытти регионсемпе танлаштарсан, самай лайӑх кӑтарту. Анчах та пирӗн кунпа кӑна лӑпланса лармалла мар. Тӗллеве пурнӑҫланӑ май 2030 çул тӗлне пирӗн çак кӑтартӑва 31 тӑваткал метртан кая мар шая, пӗр ҫын пуҫне хута яракан ҫурт-йӗр калӑпӑшне вара 1 тӑваткал метртан кая мар шая ҫитермелле.

  

Ҫакна тума Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа туса лартмалли участоксем йӗркелес тата эпир туса хатӗрленӗ ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа туса лартмалли участоксенче инженерипе транспорт инфратытӑмӗ тӑвас енӗпе хушма мерӑсем йышӑнмалла.

Ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшӗсене йӗркеллӗн ӳстерсе пымалли тата Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программинче палӑртса хӑварнӑ тӗллевлӗ кӑтартусене пурнӑҫа кӗртмелли майсем йӗркелемелле.

Асӑннӑ сферӑри тепӗр пӗлтерӗшлӗ ыйту вӑл – кивелнӗ тата ишӗлекен çуртсенчен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарасси. Паянхи куна пирӗн 2025 ҫулччен 561 ҫынна ишӗлекен 23 ҫуртран урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалла. Ҫакна программӑра ҫав ҫуртсене 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ишӗлекен тесе йышӑннине шута илсе ҫирӗп-летнӗ. Асӑннӑ кун хыҫҫӑн ишӗлекен шая ҫитнӗ тата 264 ҫурт пур-ха. Унта 4 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Пирӗн ҫак ӗҫе хӑвӑртлатма тӑрӑшмалла. Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви те ҫавнах калать. Республикӑра ҫирӗплетнӗ программӑна срокчен вӗҫлес тата паянхи куна ишӗлекен тесе йышӑннӑ юлнӑ пек çуртсене вӑйра тӑракан программӑна май килнӗ таран ытларах кӗртес тесен пирӗн хамӑртан килнине йӑлтах тумалла. Паллах ӗнтӗ, ҫак тӗллеве татса пама ытти майсем те шырамалла.

Шел пулин те, пӗлтӗр эпир тӑлӑх ачасене тата халӑхӑн ытти категорийӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗпе туллин усӑ курма май килмерӗ.

Сӑлтавӗсем нумай, ҫав шутра объективлисем те. Эпир йӑнӑшсене тӳрлетме тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттертӗмӗр, уҫӑмлӑ мерӑсем палӑртрӑмӑр. Паян пирӗн ҫавнашкал фактсене пӳлме пӗтӗм майсем пур. Ҫавӑнпа та Строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн министерствине администрацисемпе пӗрле йӗркеллӗн тата ӳсӗмлӗн ӗҫлеме хушатӑп.

Республикӑра пурӑнакансене ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтересси – кун йӗркинчи ҫивӗч ыйту. Пӗлтӗр шывпа тивӗҫтермелли 189 вырӑна тӗпрен юсанӑ. Ҫапла майпа республикӑра пурӑнакан 22 пин ҫынна таса шывпа шанчӑклӑ тытӑм тивӗҫтерет. Кӑҫалхи тӗллев – республикӑн кӑнтӑр пайӗнчи темиҫе пӑрӑхлӑ шыв ҫулӗн проектпа смета доку­менчӗсене туса пӗтересси тата ҫав объектсене тума тытӑнасси. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ пире ку енӗпе те пулӑшу пачӗ.

2020 ҫулта ялти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека мелӗ ӗҫлесе кайрӗ. Пирӗн йышӑнусемпе килӗшӳллӗн ставкӑсем ҫулталӑкне 0,1 процентран пуçласа 3 процентпа танлашнӑ. Ку программӑна Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫав шутра ҫамрӑксем те, ырласа йышӑнчӗҫ – хӑйсен пурӑн-малли ҫурт-йӗр условийӗсене 750 ытла ҫемье лайӑхлатнӑ. 1 миллиард ытла тенкӗлӗх кредит уйӑрса панӑ. Анчах та эпир пурӑнмалли хатӗр ҫурт-йӗр ҫуккипе тӗл пултӑмӑр. Ҫавӑнпа та муниципалитет пӗрлӗхӗсен администрацийӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви, ҫав шутра нумай ачаллӑ ҫемьесем, валли уйӑрса панӑ ҫӗрсене тишкерсе тухма, ял ҫӗрӗнче ҫурт-йӗр тумалли уҫӑмлӑ плансем туса хатӗрлеме хушатӑп.

Ял тата хула территорийӗсене аталантарасси – регион аталанӑвӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Пӗлтӗр ял ҫӗрӗнче 3000 ытла проект пурнӑҫланӑ. Вӗсенчен чылайӑшне ӗҫе кӗртме Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакна тума чӑн малтанах пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗ май парать. Унсӑр пуҫне эпир Чӑваш Республики 100 ҫул тултарнине уявланӑ шайра 300 миллион тенкӗ уйӑрса парасси ҫинчен калакан йышӑну турӑмӑр, ҫавна май халӑх пурӑнакан кашни вырӑн общество пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлама ҫав укҫа-тенкӗне илчӗ. Пуҫаруллӑ бюджетиорвани проекчӗсене малашне те пулӑшса пырӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсен укҫине пӗрлехи ӗҫе хываҫҫӗ, ҫавӑн пек проектсен ку е вӑл ҫул-йӗрне пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ пулсан, патшалӑх та унта хутшӑнма тата пулӑшма тивӗҫ.

Ял территорийӗсем валли комплекслӑ майпа тирпей-илем кӗртекен пӗрлехи инфратытӑм стандартне туса хатӗрлемелле. Ҫак ӗҫе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтерме хушатӑп.

Палӑртса калатӑп – республикӑри кашни муниципалитетах инвесторшӑн кӑсӑк пулма пултарать тата пулма тивӗҫ те. Районсен инвестици паспорчӗсене йӗркелес ӗҫе вӗҫлени пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ӗҫе кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта вӗҫлеме палӑртатпӑр, пирӗн хамӑрӑн инвестици порталӗ пулмалла, унта кирек хӑш инвестор та «онлайн» йӗркипе тата дистанци мелӗпе хуть хӑш муниципалитет пӗрлӗхӗн  вӑй-хӑвачӗпе  паллашма тата ку е вӑл бизнес проектне аталантармалли территорисене суйласа илме пултартӑр.

Муниципалитет пӗрлӗхӗсен хӑтлӑ хутлӑхне аталантарма килсе ҫӳремелли туризма аталантарни пулӑшмалла. Республика сӑн-сӑпатне илӗртӳллӗрех тӑвассипе ҫыхӑннӑ ҫак ӗҫ паян Етӗрне, Сӗнтӗрвӑррин, Куславкка тата Улатӑр хулисенче пырать, Шупашкарта туризм инфратытӑмне аталантарас енӗпе анлӑ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Туризм муниципалитетсене тупӑш илме май паракан ҫул-йӗр пулса тӑма пултарать, мӗншӗн тесен хӑйӗнпе пӗрле ытти отрасльсене те аталанма пулӑшать. Ҫӗнӗ программӑсемпе маршрутсене ӑнӑҫлӑн аталантарма, республикӑри пулӑмсене Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче тивӗҫлӗн кӑтартма май паракан наци туризм брендне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

Ытти муниципалитетсемшӗн Шупашкар агломерацийӗ тӗслӗх пулса тӑмалла. Кунта нумай пысӑк объекта ӗҫе кӗртнӗ, Раҫҫейри тата тӗнчери малта пыракан тӗслӗхсемпе усӑ курса тивӗҫлӗ опыт пухнӑ.

Ял территорийӗсене комплекслӑн аталантармалли программӑна хутшӑнма 2021 ҫулта кашни муниципалитетӑн заявка памалла, кирлӗ документсемпе тата патшалӑх экспертизипе тивӗҫтернӗ хатӗр проект тӑратмалла. Шел пулин те, эпир ку ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫлай-марӑмӑр, халӗ пирӗн ӑна татса пама майсем те, вӑхӑт та пур.

Ытларах чухне ял поселенийӗсен хӑйсене шанса панӑ полномочисене пурнӑҫлама укҫи-тенки ҫитменни паллӑ. Эпир пӗлтӗр ку ҫивӗч ыйтӑва татса парас енӗпе ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр. Вырӑнти бюджетсене уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсен калӑпӑшне 9 процент ытла ӳстертӗмӗр. Ҫав хушӑрах тепӗр проблема пурри палӑрчӗ – муниципалитетсен тӗрӗслевпе шутлав органӗсен ӗҫ тухӑҫсӑрлӑхӗ. Шел пулин те, эпир муниципалитет программисем тӑрӑх тӑкаклакан тата муниципалитетсене хамӑр уйӑрса паракан  укҫа-тенкӗн тухӑҫлӑхне хак пама пултараймастпӑр.

Ҫавӑнпа та Финанс министерствине Тӗрӗслевпе шутлав палатипе пӗрле муниципалитет пӗрлӗхӗсен тӗрӗслевпе шутлав органӗсен тухӑҫлӑхне ӳстермелли майсем палӑртма, ҫав шутра асӑннӑ ӗҫ-хӗле централизацилеме хушатӑп.

Патшалӑх пурлӑхне тытса пымалли тата унпа хуҫаланмалли майсен тухӑçлӑхне те ӳстермелле. Усӑ курман е тухӑҫсӑр усӑ куракан пурлӑха тупса палӑртас шутпа тӗплӗ тишкерӳ тума хушатӑп. Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗн ҫӗрпе пурлӑх комплексне шута илмелли тата тытса пымалли Пӗрлехи информаци тытӑмне ӗҫе кӗртме сӗнетӗп. Ҫак ӗҫе 2021 ҫул вӗҫлениччен туса пӗтерме палӑртнӑ.

Хисеплӗ ӗçтешсем!

Маларах эпӗ республика правительствин 2021 ҫулхи тӗп тӗлле-вӗсене палӑртрӑм. Вӗсене республикӑра пурӑнакансене общество тӗрӗслевне хутшӑнтармасӑр татса пама, тухӑҫлӑ пурнӑҫлама май ҫук. 2020 ҫулта общество канашӗсене палӑрмаллах ҫӗнетнӗ – вӗсене конкурс мелӗпе йӗркелеççӗ. Ҫакна Чӑваш Республикин общество палати çинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнипе тума май килчӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн общество палати ӗç тӑвакан тата муниципалитет влаçӗсен органӗсен общество Канашӗсен йышне конкурс мелӗпе палӑртать, вӗсен ӗç-хӗлне йӗркелесе пырать. Общество палати йӗркеленӗ площадкӑсенче халӑха, нумай ачаллӑ ҫемьесене, сывлӑх сыхлавне, вак тата вӑтам бизнеса, коммерциллӗ мар сектор организацийӗсене социаллӑ пулӑшу парас ыйтусем енӗпе пуҫарусем туса хатӗрленӗ. Ҫавна май тунӑ йышӑнусене пурнӑҫланине общество енчен тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерес ӗҫре те палатӑн пӗлтерӗшне ӳстермелле.

Коммерциллӗ мар организацисен республикӑра пурӑнакансем ҫӗклекен ҫивӗч ыйтусене татса парас ӗçри пӗлтерӗшӗ те ӳсет. Паян коммерциллӗ мар организацисем граждансен хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене пулӑшу парас ӗҫри ыйтусене, спорт, культура, вӗренӳ тата ытти сферӑна аталантармалли ыйтусене татса пама хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе, эпир, паллах, хавхалантарӑпӑр. Социаллӑ пуҫарусене пулӑшу паракан, вӗсене ӗҫе кӗртме тата малалла аталантарма пулӑшакан пӗрлехи центр туса хурмалла тесе шутлатӑп. Ҫавӑн пек центра кӑҫалах хута яма тивӗҫлӗ тӗллев лартатӑп.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра тата ҫӗршывра суйлавсем иртеҫҫӗ. Эпир Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсене тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлӑпӑр. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – суйлав уҫӑмлӑхӗпе демократилӗхне тивӗҫтересси. Суйлавсене информаци уҫҫӑнлӑхне, уҫӑлӑха тата, паллах, конкурентлӑха тивӗҫтермелли мӗнпур йӗркене пӑхӑнса ирттермелле.

Пирӗн тӗллев мӗнпур суйлав комиссине видеосӑнав системисемпе тивӗҫтересси тата сасӑлав мӗнлерех иртнине тата сасӑсен шутлавне онлайн-трансляцийӗсемпе май килнӗ таран ытларах тивӗҫтерме майсем шырасси пулса тӑрать.

Пӗлтӗрхи суйлав кампанийӗ вӑхӑтӗнче хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса панӑ Пӗрлехи информаци центрне хута ямалла.

Республикӑра сасӑлав мӗнле иртнине асӑрхаса тӑма Чӑваш Республикин Общество палатин пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ обществӑлла сӑнав штабӗн опычӗпе усӑ курмалла тесе шутлатӑп. Унӑн ӗҫӗ кӑҫал та суйлавсен уҫӑлӑхӗпе конкурентлӑхне тивӗҫтерме пулӑшӗ.

 

Хисеплӗ ӗçтешсем!

Чӑваш Республикинче 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк тесе пӗлтернӗ.

Палӑртнӑ пӗтӗм мероприятие ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттермелле.

Пӗлтӗр Чӑваш Республикин «Вӑрҫӑ ачисем ҫинчен» саккунне йышӑнтӑмӑр. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ 70 пин ытла ватӑ халӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑнман хушма ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултарать. Саккуна йышӑннӑ чухне эпир ҫак ушкӑнри ҫынсене пулӑшу памалли майсене каярах хушса пыма калаҫса татӑлнӑччӗ. Правительствӑна «вӑрҫӑ ачисем» статуслӑ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен тӳлеве саплаштармалли меле хатӗрлесе ҫитерсе ӗҫе кӗртме хушатӑп. Ҫак мерӑна Чӑваш Республикин бюджетне пӗрремӗш тӳрлетӳсем кӗртнӗ чухнех право тата финанс тӗлӗшӗнчен тивӗçтермелле.

Раççей Федерацийӗн Культура министерстви хушнипе Ҫарпа истори обществи Куславкка районӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен асӑну мемориалне тӑвать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, эсир ирӗк панипе, Куснар салинче пурӑнакан Александрпа Людмила Прохоровсен ҫемйине, Ольга Плотниковӑна, Николай Пантелеева тата Александр Кудряшова тепӗр хут тав тӑватӑп, вӗсем хӑйсен ҫӗрӗсене асӑну комплексне тума тӳлевсӗр панӑ. Асӑннӑ мемориал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тылра ӗҫленӗ мӗнпур ҫынна халалланӑ пӗрремӗш пысӑк палӑк пулса тӑмалла.

Анчах та пирӗн кунпа кӑна лӑпланса лармалла мар. Пирӗн тӗллев – ҫак чӑваш тата совет халӑхӗн кун-çулӗнчи ӗҫ мухтавӗпе паттӑрлӑхӗн паллӑ тапхӑрӗ истори учебникӗсене кӗрсе юлтӑр тесе хамӑртан килнине пӗтӗмпех тӑвасси.

 

Хисеплӗ ӗçтешсем!

Ҫырура асӑннӑ тӗллевсем республика аталанӑвӗн мӗнпур тӗп ҫул-йӗрне пырса тивеҫҫӗ. Чи кирли – вӗсем конкретлӑ тата вӗсене пурнӑҫлани тивӗҫлӗ кӑтартусем кӳрет. Ҫавӑн пекех тата эпир пӳлӗмсенче ларса хамӑр шухӑшласа кӑларман, Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен ҫырӑвӗсенче палӑртнӑ чи ҫивӗч ыйтусене татса пама е татса парассине ҫывхартма май парать.

Ҫав ыйтусем тата пысӑк та анлӑ. Вӗсене татса парасси, паха­лӑхӗпе содержанийӗ çав пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама Чӑваш Республикинчи кашни çынах хутшӑннинчен, пирӗнтен кашниех хӑйӗн ӗçне пӗтӗм вӑйне хурса тата чунне парса пурнӑçланинчен килет. Кунта мӗнле ӗҫ пулни те мар, унӑн кӑтартӑвӗ пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен унӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсем пӗрлехи тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Ҫапӑçура пӗччен ҫӗнтереймӗн. 1941 çулта пирӗн асаннесемпе асаттесем, кукамайсемпе кукаçисем, хӗрарӑмсемпе çамрӑк ачасем хӑйсене хӗрхенмесӗр ӗçленӗ, пирӗн шутпа, май çуккине те тума пултарнӑ.

Хальхи условисенче, мӑн асатте-асаннесен чун хавалӗ çине таянса, вӗсен паттӑрлӑхӗпе хавхаланса, кашни хӑйӗн вырӑнӗнче кирлӗ пулнине ӑнланса, эпир тепӗр чухне хамӑр шухӑшланинчен те ытларах тума пултаратпӑр.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем, итленӗшӗн тав тӑватӑп.  

 



04 февраля 2021
07:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter