Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ
Паян
Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ. Ертӳҫĕсем унта пĕлтĕр наци проекчĕсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе мӗнле ĕҫленине сӳтсе явнă.
Асӑннӑ ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов тĕплĕн паллаштарнă. 2020 ҫулта регион проекчӗсене пурнăҫа кĕртме 16,8 млрд тенкĕ уйăрнă, 2019-мĕш ҫулхипе танлаштарсан, ҫакӑ 11,8 процент нумайрах. Чăваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетĕнчен иртнӗ ҫул 11,2 млрд тăкакланă. Наци проекчĕсем валли пĕтĕмĕшле уйăрнă укҫа-тенкӗпе 93,6 процент чухлӗ усă курнă.
Палăртса хăвармалла, 2020 ҫулта, 2019 ҫулхипе танлаштарсан, пур пĕрех чылайрах ĕҫ пурнăҫланă. «Халăха шантарнă, плана кĕртнĕ ĕҫсене тунă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Перекетлеме май килнĕ укҫана туллин ĕҫе кĕртсе пынă пулсан кăтартусем тата та лайăхрах пулнă пулĕччĕҫ. Пандеми самай чăрмав кӳчĕ. Ҫавна май наци проекчĕсем валли уйӑрса панӑ, анчах та усă курмасӑр юлнă укҫа-тенкӗне регионсен ҫулталăк вĕҫĕнче РФ Правительствин Резерв фондне каялла тавăрса пама тивнĕ.
«Наци проекчĕсем ҫинчен калаҫнӑ май, чи лайăх паха ĕҫ опычĕсене ытларах сарасси ҫине тимлĕх уйăрма тăрăшмалла. Уйрăмах вĕсем пысăк ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳни куҫ кĕретех. Начар енсене те тупса палăртма пĕлмелле. Сăлтавсене ҫийĕнчех уҫăмлатмалла. Ӳлĕмрен кун пек ҫитменлĕхсенчен сыхланмалла, чăрмавсем пулмалла мар, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те яваплăха туйса ĕҫлемелле», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.
Пĕлтĕр вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне вăй илсе аталанса пыма чылай пулăшу панă. Кăтарту та ҫук мар, пуҫаруллă проектсене вăя кĕртес енӗпе 100 процента ҫити ĕҫленĕ. Халăха ĕҫпе тивĕҫтересси лайăх пулса пынă, кăтарту 99,6 процентпа танлашать. «Сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳ тытăмĕнче те чылай проект пурнăҫа кĕртнĕ. Экологипе культура пайĕнче кăштах юлса пыни сисĕнкелет. Кăтарту лайăхрах пулнă пулсан, тата та ҫитĕнӳсемпе палăрасси куҫ кĕретех пулнă пулĕччĕ», - тенĕ вице-премьер. Канашлура тĕрлĕ министерствăсен ертӳҫисем кăлтăксем пирки ăнлантарса панă, хăш-пĕр ĕҫсене пурнăҫлама чăрмавсем пулнине пĕлтернĕ. Ларӑва пухăннисем бюджет сферинче тăрăшакансен шалу укҫи ҫинчен те сăмах пуҫарнă.
Регион проекчĕсене пурнӑҫлама 2021 ҫул валли 14,8 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнă. Апла пулсан, тĕллевсем тата та пысăк, пуринте ҫине тăрсах тăрăшса ĕҫлемелле.