Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалласа «Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке кун ҫути курнă

В Чувашии презентовали сборник воспоминаний участников строительства Сурского и Казанского оборонительных рубежей   «Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке хатӗрлеме Шупашкарти шкул ачисем хутшӑннă. Кӗҫнерни кун, нарăс уйăхĕн 4-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче мероприятине пухăннă хăнасене ҫĕнĕ кĕнекепе паллаштарнă. Паллă пулăма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннă.

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă кӗнеке валли шкул ачисем 87 аса илӳ пухса хатĕрленĕ. Вӗсем ҫав тапхăрта пурӑннă ентешӗмӗрсен сăн ӳкерчĕкĕсене тупса  кĕнекене вырнаҫтарма пултарнă. Аса илӳсен пуххине хатӗрленӗ чухне республикăри районсене тăтăшах ҫитсе килнĕ, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаҫнă, архив ĕҫĕсемпе паллашнă. Вĕсене пурне те пĕр ҫĕре пухса тĕплĕн калăпласа кĕнеке валли хатĕр материалсем тунă. Ĕҫсене пĕтĕмпех «Сăр чиккин паттăрла тапхӑрӗ» регион проектне тĕпе хурса пурнăҫланă.

"Пирӗн аслӑ ӑру паттӑрлӑхне хальлĕхе туллин тĕпчесе пĕтереймен-ха.  Сăн ӳкерчĕксем сахалрах. Ҫав тапхăрти объект секретлăскер пулнӑ, ҫавӑнпа та унпа  ҫыхӑннӑ ӗҫсене туллин ҫутатса пама та юраман.  Анчах  та хăш-пĕр архивсенче документсем пур-ха, оборона чиккисене тума хутшӑннисем те пирĕн хушăра пурăнаҫҫĕ. Историне ҫитес ăру валли туллин упраса хăвармалла", - палӑртнă Олег Николаев.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов Сӑр чиккине тунӑ ҫӗре унӑн кукамӑшӗ те хутшӑннине, вӗсем калама ҫук йывӑр условисенче ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. "Ҫак кӗнекене паянах вӗҫне ҫитичченех вуласа тухатӑп", - пĕлтернĕ вăл хăй шухăшне.

"Чӑваш Ен Хӗрарӑмӗсен союзӗ" общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева проект йӗркелӳҫисене тата унта хутшӑннӑ шкул ачисене тав тунă. "Сире пула аслисем ҫак темӑна лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ, истори даннӑйӗсене тимлӗрех тӗпчеме тытăннă. Халӗ районсенче ҫав ҫулсенчи пулӑмсене чӗртсе тӑратас тӗлӗшпе калама ҫук пысӑк ӗҫ пырать", - тенӗ вӑл.

Шкул ачисем кӗнеке валли материалсем мӗнле пуҫтарни ҫинчен каласа панă.

"Ку енӗпе, паллах, малалла ӗҫлемелле, кӗнеке тиражне ӳстермелле", - тенĕ республика Пуҫлӑхӗ.



05 февраля 2021
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter