Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев PricewaterhouseCoopers (PwC) компанийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Чувашия развивает сотрудничество с экспертами PwC в РоссииПравительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев PricewaterhouseCoopers  (PwC) компанийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, республикăпа ҫыхăнса ĕҫлемелли потенциаллă хăш-пĕр ҫул-йĕрсене сӳтсе явнă.  

Раҫҫейри PwC партнерсем пирĕн регионта пĕлтĕрхи ҫул авăн уйăхĕнчен ĕҫлеме тытăннă. Республикăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле компани представителĕсем темиҫе хутчен те уҫă тĕлпулусем ирттернĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче тĕлпулусем вăхăтĕнче пĕтĕмпе ҫичĕ ҫул-йĕрпе килĕшсе ĕҫлемелли йĕркене пăхса тухнине хыпарланă.  Вĕсенчен иккĕшне пурнăҫа кĕртесси ҫинчен калаҫса килĕшме май пулнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Республикăна инвестици явăҫтарасси тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ.  Экспорта ӳстерес ыйту та кун йĕркинчех тăнине каланă вице-премьер.

«Шанатпăр, пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕштерсе ĕҫлессине.  Пирĕн индустри паркĕсене аталантарса пымалли алгоритăма хатĕрлесси те актуаллă. Регионăн инвестици потенциалне хăватлантарма PricewaterhouseCoopers компани хатĕр.  Вĕсен паха ĕҫ опычĕ пурри куҫ кĕретех. Чăваш Республики шăпах та, асăннă ыйтупа ĕҫлеме ҫав тери ăнăҫлă территори пулнине пĕрре мар ҫирĕплетнĕ специалистсем», - тесе сăмаха малалла тăснă вице-премьер.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Олег Николаев ҫӳлерех асăннă компанипе медицина пахалăхне, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене JCI стандартне тивĕҫтерме пĕрле килĕшсе ĕҫлеме майсем пуррине каланă.  

«Тĕнче шайĕнче палăрнă  пысăк организаци пирĕн региона тимлĕх уйăрни хăйех хисепе тивĕҫ.  Пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫлесси ҫинчен те иккĕленместпĕр.  Кирек епле ĕҫшĕн те экспертсен хаклавĕ пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

PricewaterhouseCoopers (PwC) компани аудитор тата консультаци пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерессипе тимлет.  Бизнес-ассоциацийĕсен активлă пайташĕ пулса нумай ҫулсем хушши ĕнтĕ хăйсене тивĕҫлипех кăтартса панă.

Раҫҫейре компани ăнăҫлă ĕҫлет.  Вĕсен пулăшăвĕсене 3000 ытла организаци усă курать.  Вĕсенчен 290-шĕ Раҫҫейри чи анлă сарăлнисем, рейтингра та ҫӳллĕ вырăн йышăнаҫҫĕ.  



05 февраля 2021
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter