Онкологи центрне - çĕнĕ хатĕр

Шупашкарти амбулатори онкологи центрне усал шыçăсене пуçламăш тапхăртах асăрхама май паракан хатĕр килсе çитмелле.

Гастроскопи, колоноскопи тата бронхоскопи ирттерме 15 миллион тенкĕлĕх видеоэндоскоп тытăмĕ туянма палăртнă.

Сăмах май, Чăваш Енре амбулатори онкологи пулăшăвĕн центрĕсен тытăмĕ йĕркеленет. Тăваттăшĕнчен иккĕшне Канашра тата Шупашкарта уçнă. Кăçал çавнашкал центр Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче те ĕçлесе каймалла.

www.hypar.ru



05 февраля 2021
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter